Хеопс пирамиди

Хеопс пирамиди (Хуфу), — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен тĕлĕнтермĕш, Египет пирамидисенчен чи пысăкки.

Хеопс пирамиди

Паянхи кунччен сыхланса юлнă. Вĕсем Каира хирĕç, Нил çыранĕ хĕрринче Гизăри авалхи масар çывăхĕнче вырнаçнă. Унта паян та туристсем çӳреççĕ.

Хеопс пирамиди 147 метр çӳллĕшне çĕкленнĕ, пирамидăн пĕтĕмĕшле виçи — 5,7 миллион тоннăна яхăн. Унăн чулĕсем хăйĕн йывăрăшĕпе тытăнса тăраççĕ — вĕсен хушшинче çыхăнтаракан нимле материал та çук. Чул блоксем 2,5-15 тонна таяççĕ.