Фёдорова Зоя Алексеевна

Зо́я Алексе́евна Фёдорова (раштав, 21 1909, Санкт-Петербурграштав, 11 1981, Мускав) — вырăс совет киноартисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ аритисчĕ (1965).

Зоя Фёдорова
Çуралнă вăхăт: раштав, 21 1909
Çуралнă вырăн: Петербург, Раççей Империйĕ Шаблон:Раççей Империн ялавĕ
Вилнĕ вăхăт: раштав, 11 1981 (71 çул)
Вилнĕ вырăн: Мускав, СССР Фёдорова Зоя Алексеевна
Професси: актриса
Карьера: 1934 - 1981
IMDb: ID 0299540

Кун-çулĕ тӳрлет

Зоя Фёдорова 1909 çулхи раштав, 21 Петербургра, рабочипе кил хуçайкки çемьинче çуралнă. 1918 çулта çемье Мускава куçать — Зойăн ашшĕне Кремлĕн паспорт хĕсмечĕн пуçлăхĕ пулма чĕннĕ. Çамрăклах хĕрача драмкĕтесре вĕреннĕ, актриса пуласшăн тăрăшнă, анчах та ашшĕпе амăшĕ хистенипе шкул хыççăн Госстрахра ĕçлеме тытăнать.

1928 çулта Зоя Фёдорова Юрий Завадский ертсе пынă театр училищине вĕренме кĕрет, ăна хупса хурсан вĕренĕве мускав Революци театрĕ çумĕнчи учищĕре тăсать, 1934 çулта вĕренсе тухать. Çав çултах вăл Владимир Раппопорт кинооператора качча тухать, мăшăрĕпе 1939 çулчен пĕрле пурăнать.

Студент чухнех Фёдорова «Встречный» (1932) фильмра вылять, анчах та унăн ролĕ ӳнерĕн юлашки версине кĕмест. Çавăнпа та актрисăн официаллă дебючĕ «Гармонь» (1934) фильм шутланать.

Пĕтĕм союзри халăх Зоя Фёдоровăна 1936 çулта, «Подруги» фильм хыççăн кăмăллать. 1938 çулта ашшĕне суя элеклесе айăплана пулсан та унăн актриса карьери пăсăлмасть: вăл фильмсенче паллă рольсене вылять, 1942 çулта Сталин парнине «Музыкальная история» тата «Фронтовые подруги» фильмсемшĕн тивĕç пулать.

1945 çулта Фёдорова Джексон Тейт американ дипломачĕпе паллашать, 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче вĕсен Виктория хĕрача çуралать (Тейт çак вăхăта СССР-тан тухса каять). Хĕрачине ютçĕр граждăнĕнчен çуратнă хыпара пытарас тесе, актриса васкаса Александр Рязанов композиторпа мăшăрланать.

Апла пулин те 1946 çулăн вĕçĕнче ăна ареслеççĕ те тепĕр çултан тĕрмене 25 çуллăха шпионаж статьяпа хупаççĕ. Ирĕке 1955 çулта çеç тухать, после начала массовой реабилитации осужденных по политическим статьям, и практически сразу вернулась в кино. 60-мĕш тата 70-мĕш çулсенче кинора ĕçлет, ытларах характер ролĕсене сăнарлать.

1976 çулта актрисăна АПШ-на çитме ирĕк параççĕ, унта вăл Джексон Тейтпа тĕл пулать. Тейт 1978 çулта çĕре кĕрсен вăл икĕ хутчен те Америкăна хĕрĕ патне (1975 çулта эмиграцие кайнă) хăнана каять, кайран унта яланлăхах куçса кайма документсене хатĕрлеме тытăнать.

1981 çулхи раштав, 11 14.00 вăхăт иртсен, Зоя Фёдоровăна хăйĕн виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕнче(№ 243, çурт 4/2, Кутузов проспекчĕ.) ĕнсерен пăшалпа персе вĕлереççĕ.

Киревсĕр ĕçе халĕ те йĕрлесе уçман. Пĕр версипе, актриса КГБ вăрттăн опрецисене хутшăннă, тепĕр версипе, вăл çӳллĕ вырăнта ĕçлекен совет чиновникĕсен тăванĕсенчен тытăнса тăнă «ахах-мерчен вăрă-хурахĕсемпе»[1], çыхăннă пулнă, ахах-мерчене тата антиквариата сутса мул пухнă ĕç-пуçа кĕрсе кайна, имĕш.

Фильмографи тӳрлет

  1. 1932 — Встречный
  2. 1934Гармонь
  3. 1935Лётчики
  4. 1935Подруги
  5. 1936Женитьба
  6. 1937Шахтёры
  7. 1937Большие крылья
  8. 1937На границе
  9. 1938Огненные годы
  10. 1938Человек с ружьёмКатя Шадрина
  11. 1939Ночь в сентябре
  12. 1939Станица ДальняяДарья Михайловна Горкунова
  13. 1939Великий гражданин
  14. 1940Музыкальная историядиспетчер автопарка Клава Белкина
  15. 1940Шестьдесят дней
  16. 1940 — На путях
  17. 1941 — Патриотка
  18. 1941 — Фронтовые подруги
  19. 1944Иван Никулин — русский матрос
  20. 1944Свадьбаневеста Даша
  21. 1956 — Своими руками
  22. 1956Медовый месяцповариха, Лизавета Фёдоровна
  23. 1956Девочка и крокодилНадежда Федотовна
  24. 1957Поэт
  25. 1957Ленинградская симфония
  26. 1957Девушка без адресаКомаринская
  27. 1957Ночной патруль
  28. 1958Дело «Пёстрых»
  29. 1958Жених с того света
  30. 1958Дружок
  31. 1959В нашем городе
  32. 1959Я Вам пишу
  33. 1961Сердце не прощает
  34. 1961Взрослые детиКоролёва
  35. 1961Алые парусагувернантка
  36. 1962 — Шестнадцатая весна
  37. 1963Слепая птица
  38. 1963Пропало лето
  39. 1963Это случилось в милиции
  40. 1963 — Знакомый адрес
  41. 1964Хотите — верьте, хотите — нет
  42. 1964Сказка о потерянном временигардеробщица
  43. 1965Иностранка
  44. 1965Спящий лев
  45. 1965Операция «Ы» и другие приключения Шурикасоседка
  46. 1965Стряпуха
  47. 1965Зелёный огонёк
  48. 1965Скверный анекдотмать Пселдонимова
  49. 1965Дайте жалобную книгу
  50. 1965От семи до двенадцати
  51. 1966Формула радуги
  52. 1967Свадьба в МалиновкеГорпина Дормидонтовна
  53. 1968Улыбнись соседу
  54. 1970Меж высоких хлебов
  55. 1970Внимание, черепаха!учительница пения
  56. 1971Шельменко-денщикФенна Степановна
  57. 1971Русское полеМатрёна Дивеевна
  58. 1971 — За рекой — граница
  59. 1971Тени исчезают в полденьМария Дмитриевна
  60. 1973По собственному желанию
  61. 1973Вот моя деревня…
  62. 1973Кортикбабушка Миши
  63. 1973Капля в море
  64. 1973Шапка-невидимка — озвучание
  65. 1974Врача вызывали?
  66. 1974 — Происшествие
  67. 1975Автомобиль, скрипка и собака КляксаМария Фёдоровна
  68. 1978Живите в радости
  69. 1979Москва слезам не вериттётя Паша (вахтерша)
  70. 1980Утренний обходЕгорова
  71. 1984Перикола

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Милицин генерал-лейтенанчĕ Вячеслав Кириллович Панкин, СССР Уголовлă йĕрлевĕн Тĕп управленин пуçлăхĕ [1]:

    Ăна ĕнсерен «Зауэр» марккăллă пистолетран персе пăрахнă. Вĕлерекенĕн хваттер уççи пулнă. Кайран çак калав халапланса каять. Мускавра калаçнипе, Зоя темле вăрттăн хыпарсене пĕлнĕ, çавăнпа ăна тухса кайма ирĕк паман. Ку тĕрĕс мар.

Каçăсем тӳрлет