Флодден патĕнчи çапăçу

Флодден патĕнчи çапăçу, — Итали вăрçисен тапхăрне кĕрекенАнглипе Шотланди хушшинчи çапăçу. Çапăçăва Шотланди çарĕ выляса янă.

Вăрçă умĕн тӳрлет

Генриха VIII акăлчан патши 1513 çулта Францине тапăнса кĕнĕ хыççăн Шотланди авалхи килĕшĕве пула ăна хирĕç вăрçа тухнă. 1513 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Иаков IV патша ертсе пынипе Шотландин пысăк çарĕ Англи чикки урлă каçнă. Хăш-пĕрисем шутланă тăрăх вăл çарта 60 пин патнелле çын пулнă.

Шотланди çарĕ чикĕ хĕрринчи Норхэм, Уарк, Форд, Итал замоксене питĕ хăвăрт тытса илнĕ, анчах та тăшман çĕрĕсем ăшне ытлашшиех кĕрсе каясшăн пулман. Иаков IV Франци умĕнче килĕшĕве тытни çинчен пĕлтересшĕн пулнă пулас, пысăк вăрçа пуçласшăн пулман. Анчах та акăлчансем урăхла шутланă пулнă. Генриха VIII Францине каяс умĕн çурçĕр енчи чиккисене пултаруллă Сурей графне, Томас Говарда шанса хăварнă пулнă. Çумăрлă сăнталăк тăнă пулсан та, Томас Говард кĕске хушăра чылай халăх пухма ĕлкĕрнĕ, вĕсемпе шотландсене хирĕç тухнă.

Çапăçу тӳрлет

Çапăçу пĕлтерĕшĕ тӳрлет

Ку çапăçура выляса яни Шотландине Итали вăрçинчен самайлăха кăларнă. Иаков IV вилнĕ хыççăн, çĕнĕ патша Иаков V çитĕнсе çитменни пирки Шотландире хирĕçӳсем пуçланнă.

Акăлчан çарĕсен пĕлтерĕшĕ вăйлă ӳснĕ. Ăна пулах Генриха VIII Европăра ыттисене пăхăнмасăр анлăн хăйĕн политикине ертсе пынă.