Фарида, Фарида Файзуллина (Файзуллина Феридя Фетахетдиновна, тутар. Фәридә Фәтахетдин кызы Фәйзуллина) — чăваш тата тутар эстрада юрăçи, композитор, кану-культура тĕлĕшпе менеджер. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2018)[2].

Фарида
Тулли ят Файзуллина Феридя Фетахетдиновна
Çуралнă вăхăт нарăс, 27
Çуралнă вырăн Красномайск (Начар Упи), Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем чăваш тата тутар эстрада юрăçи, композитор, менеджер
Жанрсем эстрада мусăкĕ, поп-мусăк, халăх мусăкĕ
Парнесем "Саккам чăвашĕсен "УЧУК" фестивалĕн сасси" ят (2014), ЮТВ телеканал ирттернĕ конкурсра Стас Владимировпа пĕрле "çулталăк дуэчĕ" ят (2015), ЮТВ телеканалăн конкурсĕнче "çулталăк юрăçи" ят (2016), Чăваш наци конгресĕн хисеп грамоти (2015)[1], Чăваш Ен Патшалăх канашĕн хисеп грамоти (2016), Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçĕ (2018)

Кунçул, пултарулăх тӳрлет

Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнчи[1] 8 киллĕ[3][4] Тутаркасси урамĕнче[5] çуралса ÿснĕ. Ача чухне ялти кĕнекесарти тутарла, вырăсла кăларăмсене çеç мар, чăвашлисене те (кĕнекесем, журналсем, хаçатсем) иле-иле вуланă. Валери Туркай ĕнентернĕ тăрăх, уйрăмах Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэмине (паллах, чăвашла, оригинал чĕлхипе) вулама юратнă[6]. Хăй вара ача чухне Илпек Микулайĕн "Хура çакăр" романне (икĕ кĕнекеллĕ) тата Никифор Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романне (5-6 кĕнекеллĕ) вуласа ÿсни пирки калать[7]. Паллах, чăваш шкулне çÿренĕскер[8], ытти хайлавсемпе те паллашнă вăл. Чăваш чĕлхине, тен, ун чухне тутар чĕлхинчен те аванрах пĕлнĕ пуль (ку каллех хăй каланă тăрăх[7]).

  Пирĕн чипер пике чăваш культурин хуранĕнче пиçсе çитĕннĕ, шкула та чăваш ачисемпех çÿренĕ[3].  

<Куçару: Шкулта чăвашла вĕреннĕ. Тутар чĕлхи — килйышран.>

Çакăн пиркиех юрăçă хăй те интервьюсенче калать[10].:

<Куçару: Шкулта тап-таса чăвашла вĕрентĕмĕр. Ӳссе çитнĕçем кăна, сăвăсем, юрăсем çырнă май, чăн тутарла вĕренсе çитрĕм. Урамра чăваш чĕлхи малта тăнă та, пÿрте кĕрсен атте-анне тутарла калаçма хушатчĕç. Вĕсен йĕрки çаплаччĕ. Ĕнтĕ атте-анне çĕре кĕчĕç. Эп вĕсене тав тăватăп, мĕншĕн тесен ман пурнăçра чăвашлăх нумай пулнă та, вĕсем вара тутар чĕлхи пирки те манман.>

Ачалăхне Фарида хăй çапла аса илет[3]:

  Хама мĕн астунăранпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Фльăрапа[11] ялан юрлаттăмăр эпир. Чăваш юррисене шăрантараттăмăр, вырăсла та янраттараттăмăр. Тутарла вара юрламанпа пĕрех. Тутар юррисемлĕ пластинкăсем пурччĕ килте, çавсене вара ялан итлеттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен хамăрăн «концертсемпе» çынсене савăнтарнă. Пĕчĕк ачасем пек мар, ÿссе çитĕннĕ хĕрсем, чăн-чăн артисткăсем пекех туяттăмăр хамăра.

Мускавран тăвансем пырса çÿретчĕç пирĕн пата. Вĕсем килсен ятарлă программа хатĕрлеттĕмĕр Фльăрапа. Хыçлă икĕ тенкеле юнашар лартаттăмăр та, хăпарса тăраттăмăр та «сцена» çине - пуçлаттăмăр вара уяв концертне. Питĕ хавхаланса, тăрăшса юрлаттăмăр.

 

Хăйне мĕнле чăваш юррисем уйрăмах килĕшни пирки калани[3]:

  Нумай юрă килĕ­­шет те... Çапах та «Шăнкрав курăкĕ», «Сир, анне, чÿрече каррине» юрăсене ыттисенчен уйăратăп. Халĕ вĕ­­­­сене юрланă чухне ĕнтĕ хама ача чухнехи пек мăн çынла мар, пачах тепĕр майлăн туятăп: пысăк мар эпĕ - хыç­­лă тенкел çи­­не хăпарса тăрса юрă шă­­­­­­­­­­­­­­­­­рантаракан пĕчĕк хĕрача каллех.  

Юррисен сăввисем пирки акă мĕн тет Фарида[3]:

  Юрăсен сăмаххисене хам çырмастăп. Чăваш поэчĕсенчен ытларах Валерий Раштавпа ĕçлетĕп, 20-рен ытла юрă текстне çырса пачĕ вăл. Инкеке лекнĕ пулсан та пуçне усмасть Валерий. Чунĕ унăн çутă та тарăн. Кăмăлĕ хурçăран та çирĕп. Юратуллă та савăнăçлă юрăсем çырать, вĕсем итлекенĕн чунне çунатлатаççĕ. Валерий Раштав поэт - сусăррисемшĕн кăна мар, сыввисемшĕн те маттурисемшĕн чĕр тĕслĕх: акă вăл чун хăвачĕн иксĕлми таппи. Манăн тепĕр автор - Василий Шихранов. Унăн пултаруллăхĕнче те ялкăш хĕлхем пур. Çак поэтсен сăввисем манăн чуна çывăх. Поэт пулнă пулсан хам та çавăн пеках çыраттăмччĕ пуль.

Сăмахсăр юрă пулмасть. Юрă вара çыннăн чун уççи. Çавăнпа кашни юрăçăн хайлавсен авторĕсем камсем пулнине пĕлтермеллех.

 

Чăваш эстрадинчи хăйĕн кумирĕ тесе Иван Христофорова шутлать, ун умĕнче пуçне таять[3].

Хăй кĕвĕленĕ юрăсене ытларах юрлать концертсенче Фарида. Ытти чăваш, тутар тата вырăс композиторĕсен юррисене те юрлать.

Шкул пĕтерсен Фарида пилĕк çул Мускавра пурăннă (1980-1985), умпĕлÿ илнĕ хыççăн чÿрече блокĕсем тăвакан цехра оператор пулса ĕçленĕ[10]. Унтан Тутарстанти Теччĕ районĕнчи райпо тытăмĕнче ревизорта ĕçленĕ, Алабердино тутар ялĕнче Культура çуртне ертсе пынă. Çавăнпа пĕрлех Хусанти Культура институтĕнче вĕреннĕ те кану-культура пĕрлĕхĕсен менеждерĕн дипломне алла илнĕ. Хĕрĕ çавăнта пурăннă май, Çыранçи Чаллă хулинчи "Эврика" культура центрĕнче артистка-вокалистка пулса ĕçленĕ. Хайхи хĕрĕ Хусанти авиаци институтĕнче (КАИ) вĕренме пуçласан, вăл унпа пĕрле Хусана куçать.

Чăн малтан хăй ăсталанă тутарла юрăсен альбомĕ тухнă. Унтан — чăвашла юрăсен альбомĕсем.

Пайăр пурнăç тӳрлет

Тетелте Фарида миçемĕш çулта çурални тĕлĕшпе информаци тупма йывăр. Ахăртнех, хĕрарăм пирки вăл хыпара пĕлмесен те юрать теççĕ пулмалла. Анчах та кун пек пайрăм эстрада юрăçине пырса тивмест (калăпăр, спортсменсене пырса тивмен пек). Çуралнă вăхăта (çулне) юрăхлă шăпташайлăхпа тавçăрса илме пулать. Фарида 1980-1985-мĕш çулсенче Мускавра пурăннă. Шкул хыççăн. Вăтам шкул пирки е сакăр çул вĕренмелли шкул пирки кунта сăмах пырать — çакă паллă мар. Ăна та, кăна та шута илсен, 1963-1965-мĕш çулсен хушăкне пырса тухатпăр. Шкула тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр çул маларах е каярах кайма тивме пултарнине шута илсен — 1962-1966-мĕш çулсен хушши.

Ютубри пĕр видеоклипра "Хусан пики" тенĕ Фаридана[12]. Чăннипе вара унăн пурнăçĕн ытларах пайĕ унта мар иртнĕ. Хусанта пурăнма çеç пуçлать-ха вăл.

Кăсăклă фактсем тӳрлет

Кун пек пĕр харăсах чăвашла та, тутарла та сăвăсемлĕ юрăсем Фаридан татах та пур.

. Чăваш халăхĕшĕн вăл ФАРИДА <кун пирки стаья ятенчех каланă>. Тутарта-ФАРИДА ФАЙЗУЛЛИНА <Ăстан пĕлен? Википедири тутарла статья на вуласа пăхрăн-и?>.

Çакнашкал альбомсем тухнă:

—Татар телендә “Яшисе килә җырда” (2009 ел).

—Чăвашла “Аван-и, ман килес... (Исәнмесез, мин килдем... ) (2012).

—Чăвашла “Парналетĕп сире юрату (Мәхәббәтемне сезгә бүләк итәм)” (2013).

—Чăвашла “Юррăмсем –çунатăмсем (Җырларым - канатларым)” (2014).

—Чăвашла “Сире эп сунатӑп (Сезгә минем теләкләрем) (2016).

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1 тата 2 2016.03.06 Глава администрации (Батыревского) района встретился с землячкой- известной эстрадной певицей Фаридой.
  2. ^ Чуваш халкы җырчысы, татар кызы Фәридә Фәйзуллинаны ике республика җитәкчесе котлады(ĕçлемен каçă) — Татар-информ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Степанов, Владимир.Ытарайми Фарида, Хыпар, 2014 раштав 30
  4. ^ Фарида хăй 7-8 кил тет.
  5. ^ Начар Упири Тутаркасси урамĕ.
  6. ^ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халаласа.... — 1:04:25 хыççăн пăхăр.
  7. ^ 1 тата 2 Ирхи тĕпел. Фарида тата Марина Карягина.
  8. ^ Начар Упири тулли мар вăтам (8 сул вĕренмелли) шкула тесе ăнланмалла.
  9. ^ Иң популяр чуваш җырчысы - татар кызы Фәридә Фәйзуллина (Фарида) — 0:20 хыççăн пăхăр.
  10. ^ 1 тата 2 Иң популяр чуваш җырчысы Фәридә Фәйзуллина уңышының сәбәбен күп телләр белүендә күрә 2017 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. (тутарла) — 15 ноябрь 2016, 13:26(Казан, 15 ноябрь, “Татар-информ”, Рәмис Латыйпов, Гөлүзә Гыймадиева)
  11. ^ Фаридан йĕкĕреш хăраххи.
  12. ^ Хусан пики ФАРИДА юрлать.
  13. ^ Фарида. Ман килес. 21channelplus. Опубликовано: 22 окт. 2015 г.
  14. ^ Айгуль Сагеева Келэшем.(ĕçлемен каçă)

Каçăсем тӳрлет