Уксăмлă ( выр. Аксумла) — Тутарстанăн Нурлат районĕнчи ял.

Уксăмлă
Уксăмлă. Ялăн çурçĕр енĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Нурлат
Ял тăрăхĕ Ахмет
Координатсем 54°27′35″ с. ш. 50°37′05″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пĕрремĕш асăну 1710
Малтанхи ятсем Аслă Уксăмлă
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 +7 84345
Почтă индексĕ 423010
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ
Уксăмлă (Раççей)
Точка
Уксăмлă (Тутарстан)
Точка

Ку ял Уксăмлă (выр. Аксумлинка) çырми хĕрринче тăрат, вăл Аслă Çарамсан (выр. Большой Черемшан) юханшыва кĕрет. Уксăм ель Нурлат хулинчен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта пур вӑтам шкул, культур ҫурчӗ, почта уйрӑмӗ, фельдшер тата имçамлăх пÿлĕмĕ, библиотека, ача пахчи, виçĕ лавка, спортзал ӗҫлет.

Тавраш тӳрлет

Ял ятне "Уксăм курăкĕпе" (выр.Черемша[çăлкуç кирлĕ]) çыхăнтараççĕ. Уксăмлă юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ӗлӗк авал 1710 мӗш ҫулсенче виҫӗ салтак ку ҫӗр таврашне тарса килнӗ, вăл вăхăтри ĕмĕрте нуммай чăвашсем хресчен тĕнине кĕрес мар тесе тата вăрçа каяс мар тесе тарнă, хăшĕсем хăйсемпе пĕрле Керемет картине те сÿтсе лаша урапиçине тияса кайнă. Виç салтак каç пулсан çырма хĕрринче çывăрма выртас чухне тавлаша пуçлаççе, кама ку çĕр тĕлĕ лекет, пĕри калат: "Камăн пуçĕ çумĕнче курăк ирхинене шăтса тухат, çавă ку çĕре пурăнма юлат", пĕри çĕрле вăртăн хăй пуçĕ патне çĕн курăк куçарса лартат. Ирхине çывăрса тăрсан салтаксем тĕлĕнсе каяççĕ, пĕтĕм çырма хĕрри шеп-шенкер, веçех уксăм курăклă, çавăнпа яла та çырмана та - Уксăм ят параççĕ. Уксăмлă ялĕнче чее салтак вырнаçат, теприсем таçтах каймаççĕ, вӗсем кунта тата ик ял ҫак вырăнсенче туса лартнă, пӗрремӗшне вара Уксăмлă ят параҫҫӗ, Иккӗмӗшне - Салтакьел, Виҫҫӗмӗшне - Якаел.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет

  • 1742 çул - 60 çын
  • 1771 çул - 106 çын
  • 1859 çул — 824 çын
  • 1897 çул — 838 çын
  • 1920 çул — 979 çын
  • 1926 çул — 681 çын
  • 1938 çул — 701 çын
  • 1949 çул — 664 çын
  • 1958 çул — 619 çын
  • 1970 çул — 673 çын
  • 1979 çул — 539 çын
  • 1989 çул — 519 çын
  • 2000 çул — 525 çын.
  • 2010 çул — 530 çын

Кунçул тӳрлет

1782-мĕш çултанпа хутсенче асăнаççĕ. Малтан Кĕçĕн Уксăмлă, каярахпа Мăн Уксăмолă ятлă пулнă. 19-мĕш ĕмĕрте Хусан кĕпернин Чистай уесне кĕнĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта Гури тăванлăх шкулĕ, 2 çил арманĕ, 4 тимĕрç лаççи, 3 кĕрпе арманĕ, часавай, лавкка пулнă.

Шкул тӳрлет

XVIII ӗмӗрте пуçламăш пӗлӳ паракан "Мектепĕ" пулнӑ. 1899 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче - "Сăваплă Кури тăванлăхĕ" ятлă шкул уҫӑлнӑ. 1909 ҫулта вырăнти çĕрĕн шкулӗ уҫӑлчӗ. 1924 ҫулта пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ. 1978 ҫулта-саккӑрмӗш ҫулта улшӑнса кайнӑ. 1995 ҫулта-пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, 2008 ҫулта-пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула йӗркеленӗ. 2010 ҫулта-шкула хупнă та 2 пуҫламӑш класа хӑварнă.

Калерей тӳрлет

Паллă çынсем тӳрлет

Литература тӳрлет

Каçăсем тӳрлет