Уйгур хаканлăхĕ

Шаблон:Истори патшалăхĕ

Уйгур хаканлăхĕТухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ вырăнне хыççăн пулса тăнă çĕнĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхăн пĕрремĕш çурринчи патшалăх йĕркелĕвĕ.

Виçĕ кашни уйрăм пĕрлешӳ пулнă.

840 çулта çак патшалăха çирĕм çул пынă вăрçă хыççăн енисей кăркăсĕсем çĕмĕрсе тăкаççĕ. Кăркăссем тĕксе пынипе уйгурсем кăнтăр еннелле Синьцзяна куçса каяççĕ. Вĕсен патшалăх тĕпĕ Ганьсу анăçенче тата Турфан оазисĕнче тăсăлнă.

Пур йăхсемшĕн пĕрлĕ палăрту — уйгурсем — йышăннă. Виççĕмĕш уйгур хаканлăхĕ пĕр вырăнта пурăнакан халăх евĕр уйгурсен феодал патшалăхĕ пулнă. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, çĕр çинче ĕçлесси, çаплах ремесло тата промăçсем пулнă, хуласемпе кармансене тăвасси аталанса пынă. Малтанхи тĕрĕк хаканлăхĕсен пекех, Орхон айлăмĕнче (Хара-Балгаспа Бешбалык хуласем) пурăннă. Уйгурсен материал культуринче Ази варринчи тымарĕсем тарăн пулсан та, уйгурсемех кунти çеçенхирсенче вырăнлă цивилизаци йĕркине çирĕплетет[1].

3-мĕш Уйгур хаканлăхĕн хаканĕсем тӳрлет

  1. Кутлуг I Бильге Пэйло - пĕрремĕш хакан (745-747)
  2. Моянчур - хакан (747-759)
  3. Идигянь - хакан (759-780)
  4. Дуньмага - хакан (780-789)
  5. Пангуань - хакан (789-794)
  6. Ачжо-хан - хакан (794-795)
  7. Кутлуг II - хакан (795-805)
  8. Кюлюг-Бильге-хан - хакан (805-808)
  9. Бо-и-хан - каган (808-821)
  10. Чин-дэ-хан - хакан (821-824)
  11. Чжаоли-хан - каган (824-839)
  12. Кюлюг-бег-хан - хакан (839-840)
  13. Уге-хан - каган (840-846)
  14. Энянь дэлэ-хан - хакан (846-847)

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Д.И. Тихонов Хозяйство и общественный строй Уйгурского государства 10-14 вв.. — М.-Л.: 1966. с. 29.

Вуламалли тӳрлет

Çавăн пекех пăхар тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.