Уайтхолл (кермен)

Уайтхолл керменӗ (акăл. Palace of Whitehall «Шурӑ пӳлӗм керменӗ») — Англи королӗсен Лондонри 1530 - 1698 ҫҫ. тӗп резиденцийӗ, ҫунса кайиччен. Керменте пин ҫурӑытла пӳлӗм пулнӑ, ку вӑл тӗнчипех мар пулсан, Европари чи пысӑкки пулнӑ. Керменте мечӗкпе теннис, автансен ҫапӑҫӗвӗн тата рыцарь турнирӗсем валли уйрӑм вырӑнсем пулнӑ. Кунта Генрих VIII Анна Болейнпа тата Джейн Сеймурпа туй тунӑ. 1611-мӗш ҫулта Уайтхоллта Шекспир «Тӑвӑл» премьерине кӑтартнӑ.

Уайтхолл керменӗ, XVII ӗмӗрти Голланди ӳнерҫи Хендрик Данкертц ӗҫӗ

1691 тата 1698 ҫулсенчи пушарсем хыҫҫӑн кермене ҫӗнетмен тата 1769 ҫулта чылай пайне ишсе тасатнӑ. Комплексран пӗртен пӗр пӗчӗк Рубенс ӳкернӗ плафонлӑ Банкет пӳлӗмӗ (арх. Иниго Джонс, 1622 ҫул) сыхланса юлнӑ. Керментен Уайтхолл урамӗ пуҫланать.

Кун-ҫулӗ тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каҫӑсем тӳрлет