Уçлăх, çавăн пекех чылай контекстра талккăш теме май пур, — тĕрлĕ кăткăс палăртусемпе (терминсемпе) философи, математика тата физика ăслăлăхĕсенче усă курмалли сăмах.

Кулленхи курăмлă-туйăмлă пурнăçра уçлăх ĕç-пулăм вырăнĕ, пур объектсен пĕтĕмĕшлĕ вырнаçăвĕ, хăш-пĕр системăн тупсăмĕ шутланать.

Тĕслĕхрен, космослăха пĕрмаях çапла космосла уçлăх теççĕ.

Математика тӳрлет

Математикăра «уçлăх» çамаха нумай кăткăслă палăртусен пуххисенче тĕл пулма пулать.

Тӳрккесĕнрех каласан, уçлăх вара «пĕртак хушăм структурăллă» нумайлăх пулать.

Хушăмлă структурăна пула уçлăхăн элеменчĕсене «пăнчă», «вектор», «пулăм» тата урăхла та калаççĕ.

Тĕслĕхсем тӳрлет

Физика тӳрлет

Физикăра уçлăх тесе физикăллă ĕç пулăмĕсен «ĕç-пуçĕсен вырăнне» калаççĕ. Ăна эпир хамăр енчен «япаласен шăнăçуллăхĕ» евĕр туятпăр.

Физика ăслайĕнче часах нумайвиçеллĕ уçлăхсемпе шутлав ĕçĕсене тăваççĕ — тĕслĕхрен, фазăллă уçлăх: унта объектсен кăткăс системине пĕр пăнчăпа кăна палăртаççĕ.

Çак уçлăхсем — абстракциллĕ хатĕрсем çеç пулаççĕ , вĕсем йăлтах «çĕр çинчи» ахаль виçĕвиçеллĕ уçлăхра тумалли ĕçе тĕллеве лартма та, тупсăмне тупма та пулăшаççĕ.

Эхер уçлăхăн тытăмĕ нумайлăх айĕнче хăйĕн тĕсĕллĕ тытăмах хайлать пулсан (тĕп-тĕрĕс палăртăвĕ уçлăх тĕсĕнчен килет), нумайлăх-айне «уçлăх-айĕ» теççĕ.

Психологи / Лингвистика тӳрлет

Фантастика тӳрлет

Фантастикăра «параллеллĕ уçлăх», «гиперуçлăх», «субуçлăх» сăмахсемпе усă кураççĕ, вĕсем, паллах, пĕр пек ăнлантаруллă мар.