Тӳрĕ кĕтеслĕ параллелепипед

Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепи́пед (кубоид) — кашнийĕ, пĕтĕмĕшле илсен, тӳркĕтеслĕх пулса тăракан 6 хысаклă нумайхысаклăх.

Тӳрĕ кĕтеслĕ параллелепипед

Параллелепипедăн хирĕçле выртакан хысакĕсем тан. Унăн пĕр-пĕр тăрриче пуçтарăнакан аякĕсем пĕрне-пĕри перпендикулярлă.

Параллелепипед формиллĕ тĕслĕхсен шутĕнче — кирпĕч, шăрпăк курупки, компьютерăн блокĕ.

Пĕр тăрă патĕнчи аяксене тепĕр чухне виçесем е хапасем теççĕ. Сăмахран, шăрпăк курупкин ытларах чухнехи виçисем 15мм, 35мм тата 50 мм.

Тĕрĕс е тăваткал параллелепипед тесе çавна калаççĕ, хăшĕн икĕ виçи тан, кунашкаллин ултă хысакаран иккĕшĕ тăваткалсем пулса тăраççĕ.

Тӳрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн калăпăшне ак çак формулăпа тупаççĕ:

кунта  — унăн хаписем (виçисем).

Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн диагоналĕн иккĕмĕш капашĕ унăн виçисен иккĕмĕш капашĕсен суммипе тан:

çапла ĕнтĕ, диагональ тăршшĕ ак çакăн пек:

Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн çийĕн лаптăкĕ

Тан виçесемлĕ (хапасемлĕ) тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипеда куб теççĕ. Кубăн мĕнпур 6 хысакĕ те — тан тăваткалсем.

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет