Ту хрусталĕ — минерал, кремнийĕн çутçанталăкри таса двуокиçĕ, тĕссĕр, кварцăн тăрă тĕслĕхĕ, кремнезёмăн (SiO2) кристаллă модификацийĕсенчен пĕрри. Ту хрусталĕн дефектсăр таса кристаллĕсем сайра тĕл пулаççĕ, çавăнпа хаклă шутланаççĕ. 3—5 см пысăкăш кристалсемпе усă кураççĕ. Формипе кристаллĕсем призма евĕр, тригональ-трапеци евĕрлĕ.

Ту хрусталĕ
Формула SiO2
Сингони Тригональ
Тĕс Тĕссĕр
Ялтăру Кантăк
Янкăрлăх Тăрă
Хытăлăх 7,0
Çыпăçтарулăх Ромбоэдрпа паллă мар
Катăлни Яка мар, хăш чух раковистый
Тачăлăх 2,6 г/см³
Ту храсталĕн друзĕ, 8 см. Полярçумри Урал, mindraw.web.ru.

Тĕрлĕ тĕсĕсем тӳрлет

Аметист, Цитрин, Раухтопаз (тетĕмлĕ кварц), Морион, Волосатик, «Венера çӳçĕсем»(Рутил хутăшĕпе).

Халаплăх тӳрлет

 
Хрусталь пуç шăмми Британ музейĕнче.

Японире ту хрустальне вĕриçĕленĕн шăнса хытнă сывлавĕ теççĕ.

Сăртăш тĕнĕнче тӳпе ту хрусталĕнчен тытăнса тăрать тенĕ.

Чăнлавсенче турăсем амброзие ту хрусталĕнчен тунă кубоксенчен çеç ĕçеççĕ.

 
Ту хрусталĕ почтă маркки çинче, 2009

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет