Тухатмăшкалтун, асамçă, юмçă.

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Тухату, пăтрату сăмахран тесе шутлаççĕ. /Араб чĕлхинче "дуьа" /туха/ — кĕлĕ тăваканĕ тенине пĕлтерет/. Тухатмăш япаласене пăтратса, çĕклесе пăрахса, вĕсем мĕнле выртни тăрăх, пулăм сăлтавне шырать.

Шай ярса, çиппе çыхнă йĕп çине çăкăр хытти чиксе, вăл сипленме пынă çын аллинче мĕнле сулланса çаврăннине пăхса инкекĕн сăлтавне шырать.

Кĕлĕ туса /сăмахсем каласа/, сипленме пынă çыннăн аллине тытса, унăн туйăмĕ тăрăх шар курнă çыннăн чир сăлтавне тупса сывлăх шанчăкĕ еннелле çавăрать.

Юмахра тухатмăш хăйне тĕрлĕ им-çам, сĕлĕм, çу-вар сĕрсе улшăнса тĕрлĕ чĕрчун пулма пултарать /йытă е кушак, сысна е сурăх/ тесе каланă.

Кăмака умĕнче тыр-пул акса ӳстерсе, вырса, çапса-авăртса пăтă пĕçерсе çисе, мăрье витĕр /тĕнĕ витĕр/ вĕçсе тухса, уйăх таран вĕçсе улăхма, уйăха кăшласа çиме пултарать тенĕ.

Тухатмăшсем çимĕк каçĕнче мĕлке е шăпăр, е шалча çине ларса çăва /çичĕ çăва/ çине пуçтарăнаççĕ тенĕ. Унта вĕсем кама мĕнле сăтăр тумалли çинчен калаçса татăлаççĕ-мĕн. Тухатмăшсенчен маларах ялта мĕнле те пулин сăтăр тусан вĕсем урăх яла вĕçсе каяççĕ тенĕ. Çавăнпа çимĕк каçĕнче ялти ачасем, çамрăксем пĕр-пĕрне сăтăр тунă. Ку йăла паянхи кун та сыхланса юлнă. Ваттисем вĕсене уншăн вăрçмаççĕ. "Авалхи йăла хушмасть", — теççĕ.

Çавăн пекех тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет