Турхан Якку, — сăвăçă, куçаруçă. 1874 çулхи пуш уйăхĕн 12 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Турхан ялĕнче çуралнă. 1938 çулта Архангельск облаçĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Хусанти вĕрентекенсен семинарине вĕренсе тухнă, кайран вара вĕрентекен тата иерей пулса ĕçленĕ. 1896 çулта литератрурăна пикеннĕ, 1907 çулчен вăл çырнă лирикăллă тата шӳтлĕ сăвăсен шучĕ вăтăр патнелле çитнĕ. Тĕн кĕнекисене куçарнă. Çавăн пекех В. Жуковский, А. Пушкин, М. Лермонтов, А. Кольцов, Н. Некрасов тата ытти сăвăçсен сăввисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. 1935 çулта ăна тытса хупнă.

 
Evgeniy Turhan (ÿкерĕннĕ вăхăт 2022-04-15), Турхан Яккăвĕн йăхсемĕ