Трентино — Альто-Адидже
Трентино — Альто-Адидже/Кăнтăр Тироль автономи регионĕ Regione autonoma Trentino-Alto Adige/Südtirol Autonome Region Trentino-Südtirol Region autonóma Trentin-Südtirol | |
---|---|
Зона: | Çурçĕр-Тухăç Итали |
Тĕп хула: | Тренто |
Лаптăк: | 13 619 км² |
Пурăнан халăх: | 940 000 çын |
Халăх йышлăхĕ: | 69 çын/км² |
Провинцисем: | Больцано, Тренто |
Коммунăсем: | 339 |
Пуçлăх: | Луис Дурнвальдер с 17 февраля 2009 |
Официаллă сайт |
Тренти́но — А́льто-А́дидже/Кăнтăр Тироль автономи регионĕ[1] (итал. Trentino-Alto Adige/Südtirol, ним. Trentino-Südtirol, ладин Trentin-Südtirol) — Италин çурçĕр енчи автономи регионĕ (автономи облаçĕ).
1972 çултанпа тĕп администраци функцисене 2 автономи провинцисене — Больцано-Боцен — Кăнтăр Тироль тата Тренто - панă.
Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ тӳрлет
Çурçĕр енче (Альпăн ту хысакĕсемпе) Австрипе, анăç енче — Швейцарипе тата Ломбарди облаçĕпе, кăнтăр-тухăçра Венето облаçĕпе чикĕ тытать.
Регион иккĕ провинцине — Тренто - кăнтăр енче - тата Больцано/Боцен (е Тури Адидже/Кăнтăр Тироль) çурçĕр енче - пайланать.
Кун-çулĕ тӳрлет
1919 çулта Сен-Жермен лăпкăлăх килĕшĕвĕпе Трентино тата Кăнтăр Тироль Итали патшалăхне куçаççĕ. Каярах влаçа илнĕ фашиссен правительстви итальянлас политикăна ирттернĕ, çавна пула нимĕçле калаçакан пурăнан халăх вăйпа кĕрешме тытăнать.
Экономика тӳрлет
Тĕп отраçлĕсем — ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç, тĕртӳ, хими, металлурги промăçлăхĕ.
Регион иçĕм çырлине туса илес енĕпе палăрса тăрать (Лагрейн, Гевюрцтраминер), çаплах анлă сарăлнă Каберне Фран, Каберне Совиньон, Шардоне сортсем).
Трентино — Альто-Адидже Викиампарта? |
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Итали Конституцийĕ, 116-мĕш статья (итал.)
Каçăсем тӳрлет
- Официаллă сайт (итал.) (ним.)
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |