Трансçĕпĕр магистралĕ

Трансçĕпĕр чукун çул магистралĕ (Трансси́б), Аслă Çĕпĕр Çулĕ (историлле ячĕ) — Еврази крнтиненчĕ витĕр пыракан чукун çул, Мускава Раççейĕн паллă тухăç-çĕпĕрпе инçет-тухăç промăçлăх хулисемпе çыхăнтарать. Магистраль тăсăлăвĕ 9288,2 км — тĕнчири чи вăрăм чукун çул.

Транссиб, 1903
Пермьри Чулман Атăл урлă чукун çул кĕперĕ (1910)

Çулăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Яблоновый перевал (1019 м тинĕс шайĕнчен)[1]. 2002 çулта ăна пĕтĕмпех электрифиленĕ.

Транссиб ячĕпе магистралĕн тухăç енне çеç, Челепирен (Кăнтăр Урал) Владивостока çити, асăнма пулать. Унăн тăршшĕ — 7 пин км. Çак пайне ĕнтĕ 1891 - 1916 çулсенче хывнă.

Хальхи вăхăтра Трансси́б Европа пайне, Урала, Çĕпĕре тата Инçет Тухăçне, анлăрах каласан — анăç тата кăнтăр раççей порчĕсене, çаплах Европăна чукун çулпа тухмалли порчĕсене (Санкт-Петербург, Калининград, Новороссийск), пĕр енчен, лăпкă океан порчĕсемпе тата чукун çулпа Азие тухмалли порчĕсемпе (Владивосток, Находка, Ванино, Байкал Лешьен) шанăçлă çыхăнтарать. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ, паллах, Екатеринбург транспорт çыхăвĕ шутланать - вăл Европăна Азипе çыхăнтарать, çакăнта кирлĕ мĕнпур пысăк транспорт тата логистика юхăвĕ Азирен Европăна тата тепĕр еннелле те (Расçей территорипе) пырать.

Çурт тăвăм кун-çулĕ тӳрлет

 
Транссиба тунă чухне.

Официаллă çул-йĕр тăвăма 1891 çулхи çăвăн 19-мĕшĕнче (çу, 31) Владивосток çывăхĕнче (Куперовская падь) тытăннă, пĕрремĕш чула хунă çĕре Николай Александрович, пулас император Николай II хутшăннă. Тĕрĕссипе, çула маларах, 1891 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех (МиассЧелепи пайĕ) тума пуçланă.

Аслă Çĕпĕр Çулĕн рельсисене 1901 çулхи юпан 21-мĕшĕнче (чӳк, 3 ) Китай-Тухăç чукун çулне тăваканĕсем, анăçпа тухăç енчен рельсăсене çыхăнтарса тĕл пулнă. Çурт-йĕр тăвăм ертӳçисенчен пĕрри Свиягин Николай Сергеевич инженер пулнă, унăн ячĕпе Свиягино чарăнăвне тивĕçтернĕ.



Раççей империн территоринче çул-йĕре 1916 çулхи юпан 5-мĕшĕнче (юпа, 18) близ Хабаровск çывăхĕнчи Амур урлă кĕпере хута ярса çак кĕпер витĕр пуйăссен куçăмне уçнипе туса пĕтернĕ.

Транссиба тума 1891 - 1913 çулсенче 1 455 413 тенкĕ тăкакланă.

Малашлăхĕ тӳрлет

2008 çулхи кăрлач, 11кăрлачăн 11-мĕшĕнче Китай, Монголи, Раççей, Беларуç, Польша тата Германи Пекин—Гамбург япала турттарав проекта лайахлатав килĕшĕвне алă пуснă.[2]

Трансçĕпĕр тĕлĕсем тӳрлет

 
Транссиб Екатеринбург районĕнче.
Çурçĕр
МускавЯрославльКировПермьЕкатеринбургТĕменОмскКрасноярскВладивосток.
Çĕнĕ
МускавЧулхулаКировПермьЕкатеринбургТĕменОмскКрасноярскВладивосток.
Кăнтăр
МускавМуромАрзамасКанашХусанЕкатеринбургОмскКрасноярскВладивосток.
Истори
МускавКисанРяжскСамарӖпхӳЧелепиОмскКрасноярскВладивосток.

Кӳршĕсем тӳрлет

 
Транссиб картти.
Хĕрлĕ йĕрпе карттă çинче Трансçĕпĕр магистральне, симĕспе — Байкал-Амур магистральне палăртнă

Вăтам-Çĕпĕр чукун çулĕ Павлодар — Кулунду — Чул-Обь-çинчи урлă Çурçĕр Казахстана Алтай Енĕпе тата Кемĕр облаçĕпе çыхăнтарать. Раççей территоринче унăн пайĕ Анăç-Çĕпĕр чукун çулне кĕрет. Çĕн Çĕпĕртен кăнтăралла, Барнаул витĕр, Вăтам Азине Турксиб пырать. XX ĕмĕрĕн вĕçĕнче Инçет Тухăçра, Транссибран çурçĕререх Байкал-Амур магистралĕ выртать.

Кăсăк фактсем тӳрлет

 
«100 лет Транссибирской магистрали», Раççей почтă блокĕ, марккă çинче, Панулми йывăççи ту хысакĕнчен (Байкал лешьен) пăравус тухакан тоннеле ӳкернĕ, 2002, 12 тенкĕ (ИТЦ 728, Скотт 6683)

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ http://periskop.livejournal.com/239689.html
  2. ^ [1] 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.