Толбухин Фёдор Иванович

Фёдор Иванович Толбухин — (16.6.1894 — 17.10.1949) — паллă совет çарпуçĕ , Совет Союзĕн Маршалĕ , Югослави Халăх Паттăрĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ (вилĕмĕ хыççăн), Болгари Паттăрĕ (вилнĕ хыççăн), Çĕнтерӳ орденĕ кавалерĕ.

Толбухин Фёдор Иванович
Çуралнă вăхăт 1906, çĕртме, 16
Çуралнă вырăн Андроники ялĕ халь Ярославль кĕперни Ярославль облаçĕ Раççей
Вилнĕ вăхăт 1949, юпа, 17
Вилнĕ вырăн Мускав СССР
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем -
Хисеп Совет Союзĕн Маршалĕ
Командăланă 57-мĕш çар,
68--мĕш çар,
3-мĕш Украина фрончĕ,
4-мĕш Украина фрончĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи,
Граждан вăрçи,
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
«Çĕнтерӳ» орденĕ
«Çĕнтерӳ» орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ
1 степеньлĕ Кутузов орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Будапешта илнĕшĕн» медаль
«Будапешта илнĕшĕн» медаль
«Венăна илнĕшĕн» медаль
«Венăна илнĕшĕн» медаль
«Белграда ирĕке кăларнăшăн медаль» медаль
«Белграда ирĕке кăларнăшăн медаль» медаль

Раççей империн чыславĕсем

Сăваплă Аннăн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Станиславăн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Станиславăн III степеньлĕ орденĕ

Ют патшалăх чыславĕсем

Полхари Халăх Республикин Паттăрĕ
Полхари Халăх Республикин Паттăрĕ
Хисеп легионĕ орденĕн аслă офицерĕ
Хисеп легионĕ орденĕн аслă офицерĕ

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

1894 çулхи çĕртме, 16 Ярослав кĕпернин (Ярослав облаçĕн Толбухин районĕ) Андроники ялĕнче çĕр ĕçтĕш çемйинче çуралнă. Чиркӳ-прихут тата Давыдково çĕрĕн шкулĕнче вĕреннĕ.

1912 çулта Петербургри коммерци училищинче вĕренсе тухнă та Петербургра бухгалтер пулса ĕçленĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хĕсмете илсен, ăна прапорщиксен шкулне пĕлӳ пухма яраççĕ. 1915 çулта фронта яраççĕ. Кăнтăр-Анăç фронтĕнче ротăна, батольона ертсе пынă, çапăçура палăрнăшăн Анна тата Станислав орденĕсемпе тивĕçтернĕ.

Февраль революцийĕ пулса иртсен полк комитечĕн ертӳçине суйланă. Вăрçăн вĕçленĕвне штабс-капитан хисепĕпе кĕтсе илнĕ, 1918 çулта демобилизации ĕретне лекнĕ.

Часах РКХÇ ĕретне тăрать. 1919 çулта штаб хĕсмечĕн шкулĕнче пĕлу илет, граждан вăрçине хутшăнать: Çурçĕр тата Анăç фрнчĕсенче штаб хĕсмет вырăнĕсене йышăнать. 1921 çулта Кронштадт пăлхавне пусарнă çĕре хутшăнать, каярах Карелире шурă финнсемпе çапăçать.

Аслă командир йыш курсĕсенче 1927 тата 1930 çç., 1934 - Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухать. Дивизин, корпусăн штаб пуçлăхĕ, дивизин ертӳçи пулса хĕсмете тăрать. 1938—1941 Ф. И. Толбухин - Кавказ лешьен çар тăрăхĕн штаб пуçлăхĕ. 1940 çулхи çĕртмере РККА-ра генерал хисеп паллисене кĕртсен, ăна генерал-майор çар тивĕçне параççĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Ф. И. Толбухин - Кавказ-лешьенчи (çурла — раштав 1941), Кавказ (раштав, 1941 — кăрлач, 1942) тата Крым (кăрлач — пуш, 1942) фрончĕсен фрончĕн штаб пуçлăхĕ, Сталинград вăрçă тăрăхĕнчи çарсен (çу — утă, 1942) çарпуçĕн çумĕ, 57-мĕш тата 68-мĕш çарсен çарпуçĕ Сталинград тата Çурçĕр-Анăç фрончĕ (утă, 1942 — пуш, 1943). 1943 кăрлач ,19 «генерал-лейтенант», тепĕр виççĕ уйăхран, ака, 28 1943 — «генерал-полковник», авăн, 21 çав çулах — «çар генералĕ» çар хисепне тивĕç пулать.

1943 пуш уйăхĕнче Ф. И. Толбухин Кăнтăр (чӳк, 20 1943 ç. 4-мĕш Украина фрончĕ пулать) çу 19443-мĕш Украина фрончĕн çарпуçĕ. Авăн, 12 1944 — Совет Союзĕн Маршалĕ. Сталинград çапăçăвĕнче, Тан çинчи, Донбассри çапăçусенче çарсене ертсе пынă, Югославие, Румыние, Венгрие ирĕке кăларнă кампанисене хутшăннă. Авăн, 1944 — Болгарин Пĕрлĕхлĕ контроль комиссийĕн ертӳçĕ. 1949 çулта пăлхар хулине Добрича Толбухин ятне панă, çăк ята вăл 1991 çулччен йышăнса тытнă.

Вăрçă хыççăн маршал Ф. И. Толбухин — Кăнтăр çар ушкăнĕн çарпуçĕ, кăрлач 1947Кавказ лешьен çар тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ; СССР Аслă Канашĕн II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Чӳк, 17 1949 Мускавра вилнĕ. Кремаци туса, кĕл арчине Хĕрлĕ Лапамри Кремль Некрополĕнче пытарнă.

СССР Аслă Канаш Президиумĕн çу, 7 1965 Хушăвĕпе чаплă çарпуçа Совет Союзĕн Маршалне — Фёдор Иванович Толбухина Совет Союзĕн Паттăрĕн ячĕпе тивĕçтернĕ (çĕре кĕнĕ хыççăн).

Чыславсем тӳрлет

Асăнмалăх тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. Т.2. М.:Воениз.1988
  • Кузнецов П. Г., Маршал Толбухин [1894-1949]. — М., 1966.

Каçăсем тӳрлет