Тарасов Арсений Алексеевич

Тарасов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Тарасов Арсений Алексеевич, — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1956 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Пăлакассинче çуралнă.

Тарасов Арсений Алексеевич
Çуралнă вăхăт: Çĕртме, 28, 1956
Çуралнă вырăн: Чăваш АССР Патăрьел районĕ Пăлакасси
Гражданлăх: РФ
Ĕçлев тĕсĕ: драматург, сăвăç

Пурнăçĕ тӳрлет

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче вĕренсе тухсан Чăваш телерадио комитетĕнче, унтан пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, кайран каллех Чăваш патшалăх телерадиокомпанине куçнă. Чылай хушă ĕнтĕ тележурналист пулса ĕçлет. «Тавсси» автор передачине йĕркелесе ертсе пырать.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Унăн малтанхи сăввисем 1975 çулта «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. «Сутнă пӳртри юлашки каç» кĕнеки 1991 çулта пичетленнĕ. Драматургăн пьесисене чăваш театăрĕсен шилĕкĕсем çинче паян та пыраççĕ.

Каçăсем тӳрлет