Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ

Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ (СТО) е Релятивизмăн ятарлă теорийĕкуçăма, механика саккунĕсене тата уçлăх-вăхăт хутшăнăвĕсене çутăн вакуумри хăвăртлăхĕнчен пĕчĕкрех хăвăртлăхсенче, вăл шутра çутăн хăвăртлăхне çывăх чухне, палăртса кăтартма кирлĕ теори.

Карччынкка. Инерциаллă пуçлав системисем. Кунта вĕсен координатсен тĕнĕлĕсем паралеллĕ мар
Чи ансат майпа çыхăннă инерциаллă икĕ пуçлав тытăмĕ

Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ шайĕнче пăхас пулсан, Ньютонăн классикăлла механики пĕчĕк хăвăртлăхсемшĕн çывхартнă теори пулать.

Чăннипе каласан, СТО тăватă виçеллĕ уçлăх-вăхăт геометрине палăртать тата Минковскин лаптак (кукăрăлман) уçлăхĕ çинче никĕсленсе тăрать. Енчен те СТОна гравитацилле уйсем тĕлĕшпе пĕтĕмлетсен, танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ (ОТО) пирки калаçма тивет.

Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕн тĕп ăнлавĕсем тата постулачĕсем тӳрлет

Тĕп ăнлавсемпе постулатсемсĕр пуçне вĕсем физикăлла объектсемпе еплерех шайлашулăхра (тĕлметĕллĕхре) тăнине кăтартакан йĕркевсем кирлĕ.

Тĕп ăнлавсем тӳрлет

  • Пуçлав тытăмĕ, вăл координатсен тытăмне тата, тепĕр енчен, вăхăта виçмелли процедурăна пĕрлештернин пĕрлĕхĕ.
  • Инерциаллă пуçлав тытăмĕсем (ИСО), вĕсем пурри постулат пек тухса тăрать. Унакшкал пĕр тытăм пулсан, ун тĕлĕшпе пĕр тикĕссĕн тата тÿрĕ йĕрпе куçаканнисем те çавнашкалах пулаççĕ.
  • Пулăм, вăхăтăн питĕ кĕске хушăкĕнче пулса иртекен физикăлла процесс.
 
Einstein тата Lorentz (1921)

Постулатсем тӳрлет

Уçлăх тата вăхăт — пĕр тикĕс, уçлăх, çавăн пекех, изотроплă[1]. Кунсăр пуçне:

Постулат 1 (Эйнштейнăн танлаштарулăх принципĕ).

Постулат 2 (çутă хăвăртлăхĕн улшăнманлăхĕн принципĕ).

Постулатсен шучĕ кунпа вĕçленмст-ха.

Сăлтавлăх постулачĕ пур[2][3][4] (çапла вара, вĕсем мĕнпурĕн тăваттăн пулчĕç темелле). Юлашкинчен асăннă икĕ постулатран хуть те мĕнле сигналăн хăвăртлăхĕ çутă хăвартлăхĕнчен пысăкрах пулайманни тухса тăрать[5][6][4].

Лоренц улшăвĕсем тӳрлет

Тĕп статья: Лоренц улшăвĕсем

Инерциаллă пĕр тытăмран инерциаллă тепĕр тытăма куçаракан релятивизмла формулăсене Лоренц улшăвĕсем теççĕ.

Енчен   ИСО (инерциаллă пуçлав тытăмĕ)   ИСО тĕлĕшпе   тĕнĕл тăрăх улшăнми   хăвăртлăхпа куçсан, координатсен пуçламăшĕсем вăхăтăн малтанхи самантĕнче икĕ тытăмра та пĕрех пулсан, вара Лоренц тÿрĕ улшăвĕсем çапла пулаççĕ:

 
 
 
 

кунта  çутă хăвăртлăхĕ, штрихлă капсем   тытăмра виçĕннĕ, штрихсăррисем —   тытăмра.

Лоренц улшăвĕсен тухăмĕсем тӳрлет

Хăвăртлăхсене хушасси тӳрлет

Хăвăртлăхсене хушассин релятивизмла йĕркевĕ. Енчен те пĕр-пĕр объектăн хăвăртлăхĕн   пуçлав тытăмĕ тĕлĕшенчен   компонентсем тата   тытăм тĕлĕшĕнчен   компонентсем пулсан, çакнашкал çыхăну пур:

 

Танлаштарулăхăн ятарлă теорине экспериментсемпе никĕслени тӳрлет

 
Poincare (1889)

Историлле тĕрленчĕк тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Визгин В. П. Релятивистская теория тяготения (истоки и формирование, 1900—1915). М.: Наука, 1981. — 352 c.
  • Ландау Л. Д., Лифшиц Е. М. Теория поля. — Издание 7-е, исправленное. — М.: Наука, 1988. — 512 с. — («Теоретическая физика», том II). — ISBN 5-02-014420-7.
  • Паули В. Теория относительности. Изд. 2-е, испр. и доп. Перев. с нем. — М.: Наука, 1983. — 336 с.
  • Спасский Б. И.. История физики. Том 2, часть 2-я. М.: Высшая школа, 1977.
  • Уиттекер Э. История теории эфира и электричества. Современные теории 1900—1926. Пер с англ. Москва, Ижевск: ИКИ, 2004. 464с. ISBN 5-93972-304-7 (Глава 2)

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Начала теоретической физики, 2007, с. 157
  2. ^ Начала теоретической физики, 2007, с. 169
  3. ^ Неванлинна, 1966, с. 122
  4. ^ 1 тата 2 Чудинов Э. М. Теория относительности и философия.— М.: Политиздат, 1974. — С. 222—227.
  5. ^ Начала теоретической физики, 2007, с. 170
  6. ^ Неванлинна, 1966, с. 184

Каçăсем тӳрлет