Танк — çăпата-кустăрмаллă, тупăпа хĕçпăшалланнă броньăланă çапăçу машини.

Компоновка танкa: 1-гусеницăллă куçаракан. 2-Танк туппи. 4-тĕтĕмлĕ гранатă перемсем. 5-Танкăн турулĕ. 6- Танкăн двигатель. 8-Пулемёт. 9-Танк брони
Танк T-34-85

Танк пулса тăни тӳрлет

Танкăсене Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕртнĕ. Малтанхи кĕске маневрăллă вăрçă ĕçĕсем иртнĕ хыççăн, фронтсенче пĕртанлăх («Окоп вăрçи») пулса тăрать.


Нимĕçсен тыткăнне лекнĕ акăлчансен ромбă схемиллĕ танкĕ (Mk IV пулас)

1919—1938 тапхăрти танкăсем тӳрлет

Ӳкерчĕк:Bt7 6.jpg
БТ-7 танкĕ десантпа
Танк Т-26. 1941 çулхи çĕртме, 22 тĕлне РХХÇ 10 000 яхăн Т-26 шутланнă.


1939—1945 тапхăрĕнчи вăрçă танкĕсем тӳрлет

«Пантера»
«Шерман» (М4 «General Sherman») — АПШ çарĕн вăтам танкĕ. "Оверлорд çар ĕçĕ". 1944 год çулта Нормандие кĕнĕ чух танкĕ çине икĕ шнорхĕль лартнă. Пĕри — сывлăша çăтма, тепри тĕтĕм тухма.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи танк-тăвас ĕçе малалла ыткăнтарать. 6 çул хушшинче танксем унченхи çирĕм çулхи ӳсĕм турĕç. Танксен чылайăшĕ снаряда хирĕçле броняпа, хăватлă вăрăп вуллă тупăсемпе (152 мм таран) хӳтĕленчĕç, вăрçă вĕçĕнче каçхи (тепловисăллă) тĕллевсем (вĕсемпе СССРта вăрçăчченех хăтланса пăхнă), танкăн радиофикацийĕ тивĕçе çитрĕ. Танксене çапăçура усă курмалли меслетсем çӳллĕ ӳсрĕç. Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕсенче нимĕçсен çарпуçĕсем пĕтĕм тĕнчене танк пĕрлешӳллĕ вăйĕсем оперативлă тата стратегиллĕ хупăрлама тата вăрçăна хăвăрт выляса илме пултарнине кăтартнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче танк-тăвакансен «тĕнчери ранк тапĕлĕнче» пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăна совет тата нимĕç конструктăрĕсем тытса пынă. Нимĕç шкулĕ çине тăрсах броньă çирĕплетес тата кĕпçесене вăрăмлатас, приборсене (каçпа сăнамалли инфрахĕрлĕ хатĕрсем) лайăхлатас, машинăн ăшне хăтлăлатас тесе чылай ĕçленĕ, совет шкулĕ вара, ытларах технологилĕх тата нумай туса кăларас тĕллевпе тăрăшнă, тĕп тĕсĕллĕ танк (Т-34, КВ тата ИС) конструкцине кăшт çеç улăштарусене çав тери кирлĕ чух кăна кĕртнĕ. Совет танк шкулĕ çаплах артиллери хатĕрĕсемпе танксене тăнч тăвакан техникăн урăх тĕсĕсен ăнăçлă моделĕсене те хайланă. Америка шкулĕ, компоновкăпа технологилĕх енчен малтан ĕлкĕрсе пырайман пулсан та, вăрçа чарăннă тĕле темиçе уйрăм моделĕсене лайăх пахалахлă хурçăпа тарпа, çаплах радиофикациленĕ (пĕр танкра икĕ раци) ăсталаса çитернĕ. Чи ăнăçлă нимĕç танкĕсем Pz.IV (чылай шутлă), «Пантера» тата «Тигр» тата «Патша тигрĕ». Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче чи лайăх совет танкĕсем шутне вăтам танк Т-34 (тĕрлĕ варианчĕсенче, çав шутра кай варианчĕ Т-34-85 85 мм тупăн тĕрлĕ модификацийĕсемпе) тата йывăр танк ИС-2. Чи лайăх америка танкĕ — M4 Шерман, ăна СССР-а

Ленд-лизăпа чылай хисеп танк куçарнă.

Уйрăмах ăнăçсăр Хĕрлĕ Çаршăн бронетанк çухатăвĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи уйăхĕсенче (çĕртме-чӳк, 1941) тата Курск çапăçăвĕнче (утă-çурла, 1943) шутланаççĕ. Çапла Курск-Белгород çапăçăвĕнче нимĕçсем 1280 танкпа штурм кĕпçи çухатнă, Хĕрлĕ Çар — 6064 виçе (Курск çапăçăвĕнчи бронетанк çухатăвĕсем), мĕншĕн тесен вермахтăн çĕнĕ конструкциллĕ танксем («Тигр» тата «Пантера») пулнă, ХÇ начар хӳлĕлевлĕ кивĕ çăмăл танксене (Т-60, Т-70) ĕçе кĕртнĕ пулнă.

Вăрçă хыççăн тапхăрти танкăсем тӳрлет

Вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ.

Хальхи хăшпĕр танкăсен хăвачĕ
Хатĕрленĕ çĕршыв Танк моделĕ Çапăçури йăвăрлăхĕ, т Двигателĕн хăвачĕ, л.в. Удель хăвачĕ, л.с./т двигатель тĕсĕ
Франци Леклерк 54,6 1500 27,4 дизель двигателĕ
Раççей Т-80У-М1 46,0 1250 27,2 газпа турбина двигателĕ
Украина Т-84 46,0 1200 26,08 дизель двигателĕ
АПШ М1А2 Aбрамс 62,5 1500 24,0 газпа турбинă двигателĕ
Германи Леопард-2А5 62,5 1500 24,0 дизель двигатель
Россия Т-90С 46,5  1000 21,5 дизель двигатель
Израиль Меркава Mk.3 60,0 1200 20,0 дизель двигатель
Аслă Британи Челленджер-2 62,5 1200 19,2 дизель двигатель

Куçаракан пайĕ тӳрлет

Пур танкăсен те гусеницисене кустаракан движитель пур, унăн малтанхи тĕсне 1818 çулта француз Дюбоше патент илнĕ. Çавăн пек куçару пайĕн конструкцийĕ пула танк çăмăллăнах çулçăр темĕн тĕрлĕ çĕрсенче çӳреме пултарать.

Хăшпĕр паянхи танкăсен çĕр çине удельнăй ? пусăмĕ
Туса кăларакан çĕршыв Танкăн моделĕ Çапăçури йывăрăшĕ, т Çĕр çине удельнăй пусăмĕ, кг/см2
Германи Леопард-2 62,5 0,85
Раççей Т-90 46,5 0,85
Раççей Т-80У 46,0 0,85
Украина Т-84 46,0 0,93
Аслă Британи Челленджер-2 62,5 0,98
Франци Леклерк 54,6 1,00
АПШ М1А2 Aбрамс 62,5 1,07

Хӳтĕлев тӳрлет

Хурçăпа хӳтĕлени (броньăлани) тӳрлет

Т-54


Хальхи танкăсенче хӳтлев (броньă) листисем вертикале кĕтеслĕ çыпăçтарнă

Пайталлă хӳтлев тӳрлет

Грузи çарĕн Т-72 танкĕ. Çакса хунă динамикăллă хӳтлевĕ

Динамикăллă хӳтлевĕ тӳрлет

Хĕçпăшалланăвĕ тӳрлет

Танкăн туппи тӳрлет

касăллă 105 мм танк туппи
Тупăпа хĕçпăшалланнă паянкунхи танкăсем
Туса кăларакан çĕршыв Танкăн моделĕ Тупăн моделĕ Тупă тĕсĕ Тупăн калибрĕ, мм Автоматлă авăрласси
Франци Леклерк CN-120-26 (52 калибăрлă вуллин тăршши) яка вулăллă 120 +
Раççей Т-80У-М1 2А46М-1 (тупă—перекен хатĕр) яка вулăллă 125 +
АПШ М1А2 Aбрамс M256 (нимĕçсен, лицензипе туса кăлараççĕ, 44 калибăрлă вуллин тăршши) яка вулăллă 120 -
Германи Леопард-2А5 L44, Rh-M-120 лайăхлатнă варианчĕ, 55 (тепĕр пĕлерĕшсемпе 52) калибăрлă вуллин тăршшĕ яка вулăллă 120 -
Израиль Меркава Mk.3 MG-251 яка вулăллă 120 -
Аслă Британи Челленджер-2 L30E4 Касса тунăскер 120 -
Раççей Т-90 2А46М (тупă—перекен хатĕр) align=center|125 +

Танкăсен классификацийĕ тӳрлет

Хальхи тапхăрта танкăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:

  • Тĕп çапăçу танкĕсем, ОБТ (main battle tank, MBT) — çапăçури тĕп тĕллевсене пурнăçламаллисем. Ку танкăсем хăвăрт куçма пултараççĕ, хӳтĕленӳллĕхлĕ тата вăйлă перĕм хăвачĕллĕ;
  • Çăмăл танкăсем. Кусем шутне ятарлă ĕçсене татса пама пултараканнисем кĕреççĕ. Ялан тенĕ пекех, вĕсем тĕп танкĕсенчен начартарах хӳтĕленнĕ (çӳхе броньă, алюмини сплавов), хавшакрах хĕçпăшалланнă. Çакăн пек танкăсене сывлăш урлă та турттарма ансат (хăвăрт вăйсем), шырав-тĕпчевлĕ, шывра çӳрекен, танкăсене çунтараканни т. ы.те
  • Юлашки вахăтра пулемётлă танкăсен чĕрĕлĕвĕ пулать. Тĕслĕх: танка никĕсе хурса тунă ТПÇМ – танкăсене пулăшакан çапăçу машини, ăна çуртсен çӳллĕ хучĕсенче вырнаçнă гранатăперекенĕсене хирĕç вăрçмалли чухне усă кураççĕ.

Танкăсен пулас аталанăвĕсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Вырăс чĕлхиллĕ тӳрлет

Акăлчанла тӳрлет

Шаблон:Танкăн куçăнакан пайĕ