Тăван Атăл (журнал)

Тăван Атăл, — чăваш çыравçисен илемлĕ литература журналĕ.

Тăван Атăл
Специализаци: литература/ культура/ ӳнер
Кăларăм тапхăрлăхĕ: кашни уйăхра
Чĕлхе: чăваш
Тĕп редакторĕ: Т. Г. Вашуркина
Кăларакан (патшалăх): журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ)
Каларăм кун-çулĕ: 1965 çултанпа халиччен
Тираж: 2000 яхăн экз.

Веб-сайт: http://hypar.ru/ru/tavan-atal

Журнала Хыпар издательство çурчĕ кăларать. Уйăхра пĕрре тухса тăрать.

Тĕп редактор — Т. Г. Вашуркина.

Кунçулĕ тӳрлет

1931 çулта «Трактăр» ятпа çуралнă. 1965 çулччен илемлĕ литература альманахĕ шайĕнче тухнă. 1940-1944 çулсенче (пурĕ 17 кĕнеке) «Илемлĕ литература» ячĕпе пичетленнĕ. 1944 çулта 18 кĕнекине пичетленĕ чухне ятне хальхи çине улăштарнă. 1965 çулхи иккĕмĕш номерĕ хыççăн тапхăрпа тухакан журнал шутланать.

Журнала тĕрлĕ тапхăрта Чăваш Енри паллă çыравçăсем — В.Краснов-Асли, Л.Агаков, А.Алка, П.Хуcанкай, Я.Ухсай, Г.Ефимов, Ю.Скворцов, Х.Уяр, А.Емельянов, А.Галкин, В.Давыдов-Анатри, М.Волкова, М.Ухсай, А.Кăлкан, Г.Орлов, Ю.Сементер, М.Сэниель, Н.Теветкел, Л.Таллеров, П.Эйзин тата ыттисем — хăйсен ĕçĕсене шанса панă.

Журнал редакторĕсем тӳрлет

Çав. пекех тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет