СуварТутарстанра тухакан чăваш хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă.

Сувар (хаçат)
Тĕс Эрнере пĕр хут, çырăнмалла
Формат А3
Редактор К. А. Малышев
Никĕсленĕ çурла 1993
Чĕлхе(сем) чăвашла

Тираж 5000 ытла экз.
Веб-сайт suvargazeta.ru
Сувар хаçатăн 2007 çулхи авăн 14-мĕшĕнчи кăларăмĕн пĕрремĕш пичĕ

Тĕп редакторĕ — Малышев Константин Анатольевич.

Редакцийĕ Хусан хулинче вырнаçнă.

Тиражĕ тӳрлет

«Сувар» эрнесерен тухакан 8 питлĕ хаçачĕ. Учредитель - ТР Массăллă коммуникацисен "Татмедиа" Агентстви. Телепрограммăсăр пуçне кашни страница чăвашла пичетленсе тухать. 2006 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне хаçат тиражĕ - 5348 экземпляр.

Редакторĕсем тӳрлет

"Суварăн пĕрремĕш редакторĕ Владимир Ильич Данилов (Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи Якурккел ялĕ) пулнă.

Хаçатăн 2-мĕш редакторĕ Николай Михайлович Сорокин (Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕ), виççĕмĕшĕ - Александр Кириллович Иванов (Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи, Хирпуç ялĕ) пулнă.

Хальхи тĕп редактор - Константин Анатольевич Малышев ТР, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕп редактор çумĕ — Вера Валерьевна Александрова, Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Кивĕ Этемшÿ ялĕнчен.

Çырăнтару тӳрлет

Сувар хаçата Тутарстанри кашни çыхăну уйрăмĕнче çырăнса илме пулать, çулталăклăх çырăну хакĕ Тутарстанра - 396 тенкĕ (2009).Çырăну индексĕ: 54156. Çавăн пекех 2009 çултан кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансем те, Камчаткăпа Калининградра пурăнакнасем те хаçата хăйсен патĕнчи почтăра МАП каталогĕпе çырăнма пултараççĕ. Тулашри çырăну индексĕ: 79273. Ку чухне хаçат хакĕ çур çула 300 тенке яхăн пулать, этем хăш регионта пурăннине кура.

Çыхăну тӳрлет

Редакци адресĕ: 420066, Хусан, Чистопольски урамĕ, 5-мĕш çурт, 2-мĕш хутри редакцисен комплексĕнчи 3,4,5 офиссем.

Телефон/факс: (843)518-33-75,

журналистсем: (843)292-36-46

янрав уйрăмĕ: (843)294–62–95

 
Evgeniy Turhan (ÿкернĕ вăхăт2022-04-15), вăл «Сувар» хаçатăн малтанхи йышĕнче пулнă çынсенчен пĕри

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет