Гецов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Стефан Йорданов Гецов (3.7.1932, Мыглиж — 10.9.1996, София) — пăлхар театрпа кино актёрĕ. Бургасăн хисеплĕ гражданĕ (1970)[1].

Стефан Гецов
Стефан Йорданов Гецов
Çуралнă вăхăт: 1932, утă, 3
Çуралнă вырăн: Мыглиж (халĕ Старозагора облаçĕ, Пăлхари)
Вилнĕ вăхăт: 1996, авăн, 10
Вилнĕ вырăн: София, Пăлхари
Професси: XX ĕмĕрти пăлхар актёрĕ
Гражданлăх: Пăлхари Пăлхари
Театр: Иван Вазов ячеллĕ наци театрĕ

Биографи тӳрлет

Вăтам пĕлĕве Казанлык хулинче илнĕ. 1950 - 1954 çулсенче театр пултарулăхне «Кръстьо Сарафов» Театр ӳнерĕн наци институтĕнче Н. Масалитинов пофессор класĕнче туптанă.

Нумай çул Иван Вазов ячĕллĕ наци театрĕнче вăй-халне хунă, чылай чаплă роле сăнарланă.

1996 çулта авăнăн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Фильмографи тӳрлет

Кинематографа 1956 çулта килнĕ. Сăнĕпе пĕрпекрех пулнипе, чылай фильмра Георгий Димитров рольне сăнарланă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ [1] Официальный сайт Бургаса