Смородинов Иван Васильевич

Иван Васильевич Смородинов — (31.08.1894 – 10.10.1953), генерал-полковник

Смородинов Иван Васильевич
Ӳкерчĕк:Smorodinov I V.jpg
Çуралнă вăхăт 31 çурла 1894 (19)
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ Хусан кĕперни Спаск уесĕ Кивĕ Матак (халь Тутарстанăн Элкел районĕ(
Вилнĕ вăхăт 8 чӳк 1953
Вилнĕ вырăн Мускав СССР
Пăхăнулăх Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП ССРП
Хĕсмет çулĕсем 1915-1953
Хисеп
Генерал-полковник
Генерал-полковник
Çапăçусем/вăрçăсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи Раççейри граждан вăрçи Совет-фин вăрçи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ 1 степеньлĕ Кутузов орденĕ
Грюнвальд Хĕресĕн II степеньлĕ орденĕ

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Иван Васильевич 1894-мĕш çулхи çурлан 31-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Сăпас районĕнчи Кивĕ Матак ялĕнче, чăваш çĕр ĕçчен çемйинче, çуралнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тата граждан вăрçине хутшăннă.

1917 çул вĕçĕнче 184-мĕш пехота дивизи штабĕн пуçлăхĕ. Хĕрлĕ Çарта – 1918 çулхи пуш уйăнчен пуçласа, 1924 çулта аслă командирсен вăрçă-академи курсĕсенче тата 1928 çулта аслă командирсен пĕлӳне ӳстерекен курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ.

Ӗç вырăнĕсем: стрелок полкĕн командирĕ (раштав, 1928 - юпа, 1929), стрелок корпус штабĕн пуçлăхĕ (юпа, 1929 – кăрлач, 1931), РÇХÇ управлени штабĕн пуçлăхĕн çумĕ (кăрлач, 1931 – кăрлач, 1933), кăрлач, 1933 – чӳк, 1937 — РВК ВТХК административлă-хуçалăх уйрăмĕн тата СССР (ХХК) Хӳтĕлев Халăх Комиссарĕн Ӗç тытăмлăхĕн пуçлăхĕн çумĕ (НКО) СССР.

1937 çулхи чӳк – 1938 çулхи чӳк уйăхĕ тапхăрĕнче Харьков тата Кейӳ вăрçă тăрăхĕсен штаб пуçлăхĕ пулса тăрать, чӳк, 1938 – кăрлач, 1941 тапхăрĕнче Хĕрлĕ Çарăн Тĕп штаб пуçлăхĕн çумĕ, 1940 кăрлач, 7 пуçласа шурă финсемпе пулса иртнĕ вăрçăна Çурçĕр-Анăç фрончĕн штаб пуçлăхĕ пулса хутшăнать.

1941 çулхи кăрлач – 1943, çĕртме тапхăрĕнче Инçет Тухăç Фрончĕн (ИТФ) штабĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет,

1943, авăн – 1953, çу: СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп Управленин пуçлăхĕ, Тĕп штаб пуçлăхĕн çумĕ.

1953 çулхи çу уйăхĕнче И. В. Смородинов чире пула хĕсметрен тухать.

Ӳкерчĕк:Могила генерал-полковника Ивана Смородинова.JPG
Мускаври Новодевичьи масарти Смородинов И.В. вилтăпри

Отзывы тӳрлет

  «Товарищ Смородинов – выдающийся пролетарский самородок без специального военного образования, но прошедший суровую школу гражданской войны. Со всеми поручениями заданиями справляются хорошо. Особенно ценным является в области организационной и мобилизационной работы. Энергичной, исполнительной трудоспособный». «Достоин на выдвижение на должность начальника управления, начальника штаба округа и начальника управления центрального аппарата»
начальник Ржевского военно-революционного штаба (1918)
 

[çăлкуç?]

  Представившись и доложив о цели своего приезда начальнику штаба фронта комкору И. В. Смородинову, одному из крупных в то время военных деятелей, я попросил ознакомить меня с обстановкой и позволить мне два-три дня поработать под его руководством. Иван Васильевич Смородинов был назначен на этот пост с должности заместителя начальника Генерального штаба. Работал он, как мне рассказали, не менее двадцати часов в сутки, и поэтому выглядел очень усталым.
 

Чысланисем тӳрлет

7 орденпе, нумай медальпе чысланă.

Литература тӳрлет

  • Изоркин, А. Паллă çар начальникĕ / А. Изоркин // Тăван Атăл. — 1984. — № 8. — С. 52—53.
  • Иван Васильевич Смородинов : 1894—1953. С боями — от Волги до Тихого океана // Военачальники. — Чебоксары, 2004. — С. 55—66.
  • Изоркин, А. «Выдающийся пролетарский самородок» / А. Изоркин // Они боролись за счастье народное. — Чебоксары, 1988. — Вып. 4. — С. 51—57.
  • Смородинов Иван Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. — Чебоксары, 2006. — C. 450—451.
  • Шаблон:Кĕнеке:Командный и начальствующий состав Красной Армии в 1940-1941 гг

Каçăсем тӳрлет