Смирнов Алексей Петрович

Алексей Петрович Смирно́в (çу, 29 (çĕртме, 10) 1899, Мускавпуш, 10, 1974, çавăнтах) — совет историкĕ тата археологĕ, финн-укăр тата пăлхар археологи облаçĕнчи ăстаçă. Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, МПУ профессорĕ.

Алексей Петрович Смирнов
Çуралнă вăхăт: 1899, çĕртме, 10 (29.05)
Çуралнă вырăн: Мускав, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1974, пуш, 10
Вилнĕ вырăн: Мускав, СССР
Патшалăх:

ССРП ССРП

Ăслăх сфери: истори, археологи
Альма-матер: Мускав патшалăх университечĕ
Ăслăх ертӳçи: В. А. Городцов
Паллă вĕренекенсем: Г. А. Фёдоров-Давыдов
Паллă: финн-укăр тата пăлхар археологи облаçĕнчи ăстаçă
Чыславсемпе парнесем


Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Патшалăх истори музейĕ тата СССР ĂА археологи институчĕн директор çумĕ.

Биографи тӳрлет

1916 çулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн çара хĕсмете чĕннĕ.

1922 ç. Мускав университетне, пĕрлĕх ăслăхĕсен факультечĕн археологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ăслăх ертӳçи — паллă археолог В. А. Городцов, вĕрентевçĕ — профессор Ю. В. Готье. Вĕсен иккĕшĕн сĕмĕнче ĕнтĕ А. П. Смирнов хăйĕн ăс-тăнлăхне тĕреклетнĕ.

1926 çулта МПУ пĕлӳ илсе тухсан Раççей пĕрлĕх ăслăхĕсен ăслăх-тĕпчев институчĕсен ассоциацин шутĕнчи Археологипе ӳнер пĕлĕвĕн институчĕн археологи уйрăмне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ.

1929 çулта «Чулман Атăлçи финсен Х-XIV ĕмĕрсенчи археологийĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

1944 çулта «Атăлçи пăлхарĕсем» темăпа тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ.

1951-па МПУ профессорĕ.

Археологи экспедицисем тӳрлет

1924—1937 çулсенче Мускав тата Иваново облаçĕсенчи, Краснодар Енре (Хăнакур), Комире тата Удмуртире (Иднакар, Сабанчикар, Дондыкар, Кушман хулашсене, Бигер-Шай, Вужшай, Чемшай масарсене) чакаласа тĕпченĕ археологи экспедицисене ертсе пынă.

1933-па Сувар археологи экспедицин ертӳçи.

1938-па — Пăлхар хулин ишĕлчĕкĕсене тĕпченĕ, Атăлçи Пăлхар çинчен ĕçсем çырнă.

1957 çул — Атăлçи археологи экспедицинче (ертӳç).

1959 çул — Ылтăн Урта хулисене тĕпченĕ экспедицисем.

Ăслăх ĕçĕсем тӳрлет

70 ăслăх ĕçĕсен авторĕ, çав шутра:

  • Очерки по истории волжских булгар // Труды Государственного исторического музея. — М., 1940. — Вып. XI. — С. 55-136.
  • Волжские Булгары. Издание Государственного Исторического музея, Москва — 1951 год.
  • Скифы. Москва, Наука — 1966
  • Очерки древней средневековой истории народов Среднего Поволжья и Прикамья, М., 1952 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 28
  • Железный век Башкирии, М., 1958 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 28
  • Железный век чувашского Поволжья, М., 1961 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 95

Биографи ĕçĕсем тӳрлет

  • Фёдоров-Давыдов Г. А. Памяти Алексея Петровича Смирнова // Древности Волго-Камья. -Казань, 1977.-С. 5.
  • Архипов Г. А., Старостин П. Н. О роли А. П. Смирнова в изучении истории финноугорских народов Поволжья // Древности Волго-Камья. — Казань, 1977. — C. 15-20.
  • Кузьминых С. В. А. П. Смирнов как исследователь бронзового века Волго-Камья // Научное наследие А. П. Смирнова и современные проблемы археологии Волго-Камья: сб. тез. докл. конф., посвящ. 100-летию со дня рождения А. П. Смирнова. — М., 1999. — C. 6-10.

Каçăсем тӳрлет