Смирнова Лидия Николаевна

Смирнова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ли́дия Никола́евна Смирно́васовет тата раççей актриси. ССРП халăх артисчĕ (1974). III степеньлĕ Сталин премин лауреачĕ (1951).

Лидия Смирнова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Лидия Николаевна Смирнова
Çуралнă вăхăт: 1915, кăрлач, 31
Çуралнă вырăн: Мензелинск хула, Мензелинск уесĕ, Ĕпхӳ кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 2007 утă, 25
Вилнĕ вырăн: Зеленоград, РФ
Гражданлăх: ССРП ССРП
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Професси: актриса
Карьера: 1934—2005
Чыславсемпе парнесем:
«Тăван Çĕршыв умĕңчи тава тивĕçлĕхĕн» III степеньлĕ орденĕ «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ
Туслăх орденĕ — 2005 Октябрь Революци орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ
«Хисеп Палли» орденĕ
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
ССРП халăх артисчĕ— 1974 РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сталин парни — 1951
IMDb: ID 0807074

Биографи тӳрлет

Лидия Смирнова 1913 çулта кăрлачăн 31-мĕшĕнче Мензелинск хулинче (халĕ Тутарстанра) (урăх çăлкуçсенче — Тобольскра [1] (халĕ Тĕмен облаçĕнче)), офицерпа вырăнти вĕрентӳçĕ çемьинче çуралнă. Официаллă, çуралнă çул 1915 шутланать[2][3], анчах та хăйĕнне 2 çула «вăрланă» тесе темиçе хутчен те каланă: документсем çинче «виççĕне» «пиллĕк» çине тӳрлетнĕ. Документсенче çакна çирĕплетни çук, çапах та 1932 çулта Смирнова шкулта тата техникумра вĕренсе тухнăскер, МАИ 2-мĕш курсĕнче вĕреннĕ, çак ĕнтĕ унăн çул ӳсĕмне кăтартать.

 
Лидия Смирновăн автографĕ.

Амăшĕ вилсен, аслă пиччĕшĕ çемьинче, Тобольскра пурăннă. Пĕрле каярах Мускава куçса кайнă. Шкулта вĕренсе тухсан Училище çумĕнчи промăçлă-экономика техникумне вĕренме кĕнĕ. Çав хушăрах виçĕ çул ПАБТ (халĕ Мускаври патшалăхăн хореографи академийĕ) çумĕнчи балет шкулĕнче ăсталăхне ӳстернĕ. Ятарлă вăтам пĕлӳ дипломне илсен Авиаци промăçлăхĕн тĕп управленинче ĕçленĕ. Каярах Мускаври авиаци институчĕн студенчĕ. Техника специальнăçĕпе хăтланнă, киноактриса карьери пирки шухăшламан та.

Театрăн шкул-студине авиаци институтĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне çӳреме тытăннă. Кĕрес тесе виçĕ çĕре Е. Б. Вахтангов шкул-студине (халĕ Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕ), Камера театрĕ çумĕнчи театр-студине тата ВГИКа хут çырса панă, виççĕшне чĕннĕ. Камера театрĕ çумĕнчи шкул-студие суйласа илнĕ, мĕншĕн тесен киле çывăх пулнă (1938 çулта вĕренсе тухнă). Вĕреннĕ чухнех ăна тăтăшах киностудисене çапăнма йыхравланă. Сикер куçлă сарă хĕр кирлĕ чухне: «Пирĕн Смирнова пур» тенĕ, анчах та сайра хутра роле çирĕплетнĕ. Вĕренӳ тапхăрĕнче Камера тата [Реализм театрĕ|Реализм]] театрĕсенче вылянă.

 
Л. Н. Смирнова 100 çул тултарнине асăнса кăларнă почтă карточки Почта России, 2015 ç., Шаблон:ЦФА.

1940—1945 çулсенче — «Мосфильм» киностуди актриси. Кинори пĕрремĕш ĕçĕ — Шурочка ролĕ, «Моя любовь» лирикăллă мусăк фильмĕнче. 1941 çул тĕлне киноактрисăн карьери пуçланса кайнă.

Чыслани тӳрлет

Театр тӳрлет

Киноактёр театр-студийĕ тӳрлет

Фильмографи тӳрлет

Телеспектакльсем тӳрлет

Библиографи тӳрлет

Смирнова Л. Моя любовь. М.: Вагриус, 1997.

Смирнова Л. Моя любовь. Изд. 2-е, дополненное. М.: Вагриус, 2005

Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ https://bigenc.ru/theatre_and_cinema/text/3839700 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Могилы знаменитостей. Смирнова Лидия Николаевна (1915—2007)
  3. ^ актриса СМИРНОВА Лидия Николаевна — памяти актрисы — Клуб женщин младшего пенсионного возраста
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 25 июня 1965 года «О присвоении звания народной артистки РСФСР Смирновой Л. Н.»

Каçăсем тӳрлет