Сентиментализм

ҫыравлӑхӑн юхӑмӗ

Сентименталиизм (фр. sentimentalisme, фр. sentiment — туйăм) — хĕвеланăç Европан тата вырăс этеплĕхĕн тата çыравлăхĕн юхăмĕ. Çав ÿнер юхăмĕнче тăракан хайлавсем уйрăмах туйăмлăха палăртаççĕ. Европара XVIII- ĕмĕрĕн 20-çç.-сен - 80-çç.-ччен, Раççейре — XVIII- ĕмĕр вĕçĕнчен XIX - ĕмĕр пуçламăшне çити тăсăлнă.

«Мĕскĕн Лисук», О. А. Кипренский ĕçĕ, 1827

Сентиментализм «этем çутçанталăкĕн» чи витĕмлĕ палли ăс-тăн мар, — туйăмлăх тесе пĕлтернĕ. Ку классицизм никĕсĕнчен уйрăм тăнă. Çут ÿç тапхăрĕпе çывăх юлса, сентиментализм çын харпăрлăхĕн идеалне пăхăнса юлать, анчах ку тĕнчене «ăс-тăнпа» çĕнетни мар, «çутçанталăк» туйăмĕсене ирĕке кăларса аталантарни пулать.

Сентиментализмри çут ĕç çыравлăхĕн паттăрĕ ытларах харпăрлăхлă, унăн чун-кăмăл тĕнчи ăнлануллă, вăл юнашар пулса иртнине çивĕччĕн туйса çывăха илме пĕлет. Çуралнă тăрăх (е шухăшлавĕпе) сентиментализм паттăрĕ — демократ; ахаль çынăн пуян та тарăн чунĕ — сентиментализмăн тĕп уçăлăвĕпе çĕнтерĕвĕсенчен пĕри.

Сентиментализмăн паллă пайташĕсем — Джеймс Томсон, Эдуард Юнг, Томас Грей, Лоренс Стерн (Англи), Жан Жак Руссо (Франци), Николай Карамзин (Раççей).

Сентиментализм акăлчан çыравлăхĕнче тӳрлет

Сентиментализм франц çыравлăхĕнче тӳрлет

Сентиментализм вырăс çыравлăхĕнче тӳрлет

Раççее сентиментализм 1780-çç. - 1790-çç. пуçламăшĕнче И. В. Гётен «Вертер», С. Ричардсонăн «Памела», «Кларисса» тата «Грандисон», Ж.-Ж. Руссон «Новая Элоиза», Ж.-А.Бернарден де Сен-Пьерăн «Поль тата Виржини» романĕсене пула пырса çитнĕ. Вырăс сентиментализмĕн тапхăрне Н. М. Карамзин «Вырăс çулçÿревçин çырăвĕсемпе» уçнă.

Унăн «Мĕскĕн Лисук» повĕçĕ (1792) — вырăс сентиментализм çыравлăхĕн чаплă хайлавĕ; Гётен Вертерĕнчен вăл туйăмлăхпа меланхоли тата хăйне хăй вилес кăмăлне эткернĕ.

Сăрă-ÿнерти сентиментализм тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • E. Schmidt, «Richardson, Rousseau und Goethe» (Иена, 1875).
  • Gasmeyer, «Richardson’s Pamela, ihre Quellen und ihr Einfluss auf die englische Litteratur» (Лпц., 1891).
  • P. Stapfer, «Laurence Sterne, sa personne et ses ouvrages» (П., 18 82).
  • Joseph Texte, «Jean-Jacques Rousseau et les origines du cosmopolitisme littéraire» (П., 1895).
  • L. Petit de Juleville, «Histoire de la langue et de la littérature française» (т. VI, вып. 48, 51, 54).
  • «История русской литературы» А. Н. Пыпина, (т. IV, СПб., 1899).
  • Алексей Веселовский, «Западное влияние в новой русской литературе» (М., 1896).
  • С. Т. Аксаков, «Разные сочинения» (М., 1858; статья о заслугах кн. Шаховского в драматической словесности).

Каçăсем тӳрлет