Семантика (ăслăлăх)

Семантика (фран. sémantique, грек. semantikós «палăртакан» сăмахĕнчен, sema «паллă»), — тĕрлĕрен чĕлхе единицисен пĕлтерĕшĕсене тĕпчекен чĕлхе ăслăлăхĕн пĕр пайĕ (ăна тепĕр майлă семасиологи теççĕ). Кашни чĕлхе единици пĕлтерĕшне парадигматика тата синтагматика çыхăнăвĕсенче палăртма май пур. Акă парадигматика ретне çак сăмахсене кĕртер: юман, хурăн, хурама, вĕрене, ăвăс, хыр, чăрăш. Вĕсене пурне те йывăç сăмахпа палăртма пулать. Çав вăхăтрах, йывăç сăмаха тата тепĕр лексика-семантика парадигмине те кĕртме пулать: 1) юман, хыр, чăрăш, хурама — йывăç; 2) йывăç, тĕмĕ, чечек — ӳсен-тăран.

Палăрту паллисем (дифференциаци паллисем) пĕр пек пулманни те парадигматика ретне кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕш уйрăмлăхĕсене кăтартма пулăшать. Сăмахран, вăрман сăмахăн раща, хырлăх тата ката сăмахсемпе танлаштарсан йывăçсем ӳсекен вырăна пĕтĕмĕшле палăртас сĕм пур; асăрхăр: раща — пысăках мар çулçăллă вăрман; хырлăх — хыр вăрманĕ; ката — пысăкахмар вĕтлĕх вăрман. Раща, хырлăх, ката сăмахсем, пĕр енчен, пĕлтербш тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕрне хирĕçле тăраççĕ. Тепĕр енчен, вĕсене кашнинех вăрман сăмахпа палăртма пулать. Вăрман семантика темин речĕ кунпах вĕçленмест-ха. Çак ретех юманлăх, чăрăшлăх, кăмăрлăх, çамлăх сăмахсене те кĕртме пулать. Вĕсен кашниннех пĕлтерĕш уйрăмлăхĕн сĕмĕсем пур.

Кай, çӳре, вĕç, иш, ут, чуп, йăркка, кил куçăм глаголсене илес пулсан, вĕсене пурне те пĕр ушкăна кĕртетпĕр, çавăнпа пĕрлех асăннă сăмахсене тĕрлĕ ушкăнсене уйăрма та пулать:

  • çын хăй куçать;
  • çын тепĕр япала çине ларса куçма пултарать.

Стиль тĕлĕшĕнчен те пĕр парадигмăри чуп тата йăркка сăмахсем тан пĕлтерĕшлех мар. Парадигмăри сăмахсен ушкăнĕнче хирĕçтăру (оппозици) пурри курăнать, сăмахсем тĕрлĕрен ушкăнсене синонимсем пек, паронимсем пек, сăмахсен йăви пек, сăмахсен çемйи пек, лексика-семантика ушкăнĕсем пек, сăмахсен уйланкисем (вырăсла: поле) пек пĕрлешеççĕ.

Семантика саккунĕсене пĕлес тесен сăмахсене хăйсене уйрăммăн илсе тĕпчемелле мар. Сăмахсен пĕлтерĕш уйланкисем икĕ тĕрлĕ пулма пултараççĕ:

  • япалалăх паллисем; кунта тематика ушкăнĕсем кĕреççĕ: ӳсен-тăран ячĕсем; выльăх-чĕрлĕх ячĕсем; тĕсе палăртакан сăмахсем тата ыттисем те;
  • ăслав-шухăшлав уйланкисене лекекеннисем: шухăш-туйăма палăр-такан сăмахсем: хаваслăх, хурлăх, чыс тата ыттисем те.

Тепĕр енчен, вăл е ку сăмах ытти сăмахсемпе мĕнле çыхăнура пулма пултарнине (синтагматика çыхăнăвне) сăнамалла, çавна май пĕлтерĕш улшăнăвĕ пулнипе пулманнине асăрхамалла. Сăмахран, йывăç лартрăмăр тата пĕр машина йывăç тиесе кил-тĕмĕр тенĕ чух йывăç сăмах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулни палăрать: пĕрремĕшĕнче йывăç — лартмалли хунав; иккĕмĕшĕнче йывăç — строительство материалĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Сергеев В.И. Развитие лексической семантики чувашского языка: Основные тенденцин. Ч., 1991.
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш литература чĕлхи: Лексика тата лексикологи. Семантика тата семасиологи. Ш., 2000.

Каçăсем тӳрлет