Сатай Владимир Леонтьевич

Сатай (Цырульников) Владимир Леонтьевич, (1926, пуш, 31, Чĕмпĕр облаçĕ, Каша ялĕ1991, утă, 22, Шупашкар) — чăваш прозăçи, драматургĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ[1][2].

Владимир Сатай
Владимир Леонтьевич Цырульников
Çуралнă вăхăт: Пуш, 31, 1926
Çуралнă вырăн: Каша ялĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: утă, 22, 1991
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, {Чăваш Ен
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, тăлмачĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

1926 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă.

Ашшĕ-амăшĕпе пĕчĕклех уй-хир ĕçне хутшăннă. Шкул ачи хăйне 1943 çулта çар ретне кĕричченех, аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Кайран район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ чухне ял çыннисен ĕçне-хĕлпе тата тухăçĕпе тĕплĕнрех паллашма тăрăшнă (ахальтен мар В.Садайăн ял çыннисем çинчен çырнă хайлавĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах, хĕр юратма ĕлкĕреймесĕрех вăрçа тухса кайнă.

1945 çулта çыравçă Монголие, Китая, Корейăна Япони самуруйĕсенчен ирĕке кăларнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта çара кайнă. Сывлăш-çар флотĕнче ахаль салтакран пуçласа кĕçĕн командира çити ӳснĕ. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр тăватă çултан Тăван çĕршыва таврăннă, Пухтел районĕн «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă, каярахпа редакторта вăй хунă.

1946 çултах Владимир Садай «Атăл тӳпинче» ятлă хайлавне Шупашкара ярса панă. Ăна Василий Алагер тĕплĕн вуласа тухнă. Вăл çамрăк çыравçăна мухтанă, çав вăхăтрах хăш-пĕр кăтăлтăкĕсене пĕтерме сĕннĕ. Нумай вăхăт хушши ĕçленĕ хыççăн 1951 çулта Владимир Леонтьевич повеçне литература шайне çитерет-çитеретех.

Çак çул вăл яланлăхах Шупашкара куçса килет. Чылай вăхăт «Ялав» журнал секретарĕн ĕç вырăнĕнче ĕçлет. Унта В.Садай «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература ĕçтĕшĕ пулнă.

1949 çулччен Сывлăш-Çар флотĕнче хĕсметре тăнă чухне те, демобилизаци хыççăн та, редактор пулнă вăхăтра та Владимир Леонтьевич литература пирки манман. Автор чăваш литературишĕн çĕнĕ танлăн хускатма пултарнă. Малтанхи очеркрах («Атăл тӳпинче») лётчиксен пурнăçĕпе хĕсметри, фашистсене хирĕç пынă çапăçусенчи паттăрлăхне сăнласа пама тăрăшнă.

Çакăн хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хунă. Çав хушăрах, вăтам шкул пĕтерни сахал пулнине ăнланса, вăл СССР çыравçисен Пĕрлĕхĕн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче кĕрет мар йĕркепе вĕреннĕ. Вăхăта нихçан та сая яман çыравçă.

1951 çулта Владимир Садай Шупашкара куçса килнĕ. Чылай хушă «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, ун хыççăн «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература ĕçтĕшĕ вырăнĕнче тăрăшнă. Çакăн хыççăн, "профессиллĕ çыравçă" пуличченех, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ. Çак хушăрах СССР Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмлă мар йĕркепе вĕренсе тухнă.

Владимир Садай 1991 çулхи утă уйăхĕнче, хăйĕн пултарулăхне малалла аталантарса пынă чухне, вăйпитти тапхăрта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Çыравçăн малтанхи произведенийĕсем республикăри хаçат-журналта 1948 çулта пичетленме тытăннă.

Владимир Садайĕн пурĕ 26 кĕнеке пичетленсе тухнă.

Паллă çыравçăн вулакансем хапăл туса йышăннă хайлавĕсен шутне "Юманкасси", "Шевлесем", "Туссем каллех пĕрле", "Тăван хулара, тăвансем патĕнче" повеçĕсем, "Ватăлмалăх кунра", "Чĕре хушать", "Юр ирĕлет", "Верук", "Хура акăшсем", "Пылчăк", "Кивĕ купăс", "Тĕтре шăрши", "Кăвакал утравĕн хуçи", "Мĕскĕн", "Атте" калавĕсем кĕреççĕ.

Владимир Садай çавăн пекех çак ĕçсене вăрçă темипе çырнă: "Туссем каллех пĕрле", "Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк", "Чĕререх, чĕререх...", "Геройсем", "Хыпарсăр çухалнă", "Мария", "Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр" тата ыттисем.

Унăн нумай хайлавне вырăсла, украинла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхене куçарса пичетленĕ. Хăй те ытти халăх çыравçисен хайлавĕсене сахал мар чăвашла куçарнă.


Çыравçăн патриотлă, сывлăх темипе çырнă ĕç нумай:

  • «Геройсем»;
  • «Туссем каллех пĕрле»;
  • «Мария пур çĕрте те»;
  • «Лётчиксем» (1952) [1] 2018 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.;
  • «Хыпарсăр çухалнă».

Ял ĕçченĕн сăнлакан хайлавсем:

  • «Çăлтăрсем тапăра анаççĕ»;
  • «Çĕр çăкуç»;
  • «Çирĕклĕ кӳлĕри ик-виçĕ кун»;
  • «Юманкасси».

Кунсăр пуçне, кирек хăш пултаруллă çыравçă пекех, В.Садай чăвашла вулакансене ытти халăх писателĕсен хайлавĕсемпе паллаштарма нумай тăрăшнă:

  • Г. Коноваловăн «Хирти маяк»;
  • Н. Чернышевскин «Мĕн тумалла?»;
  • Е. Федоровăн «Магнит ту патĕнче»;
  • Лу Синĕн «Акью историйĕ».

Вăл тарăн шухăшлă вуншар хайлав çырнă, 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл шутра 10 таран вырăсла. Пултаруллă çыравçă хайлавĕсемпе Мускав издательствисем те кăсăкланнă. Унăн чылай калавĕсемпе очеркĕсене украинла, тутарла, çармăсла куçарса кăларнă.

Нумай сăмахлама-ваклашма юратмастчĕ В.Садай. Ытларах хăйпе калаçакана итлетчĕ. Утасса та васкамасăр-хыпаланмасăр, сумлăн утатчĕ. Ку вăл мăн кăмăллăх палли мар, этем уçăлса çӳренĕ чухне те шухăш-ĕмĕтпе таçта аякра пулнине пĕлтерекен паллă. Кам пĕлет, тен, шăпах çапла, майăпен канлĕн утса çӳренĕ чух, çуралнă пулĕ Владимир Леонтьевич пуçĕнче унăн чаплă романĕсемпе калав-повеçĕсен шăнăр сюжечĕсем"

- аса илет Леонид Маяксем хăйĕн «Эпир вĕçме çуралнă» ятлă статьинче.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Çыравçăн малтанхи ĕçĕсене республикăри хаçат-журналта 1948 çултанпа пичетленме тытăннă. Вăл тарăн шухăшлă вуншар хайлав çырнă, 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çав шутра 10 таран вырăсла. Пултаруллă çыравçă хайлавĕсемпе Мускав издательствисем те кăсăкланнă. Унăн чылай калавĕсемпе очеркĕсене украинла, тутарла, çармăсла куçарса кăларнă.

40 çул ĕçлесе пурăннă вăл Шупашкарта. Малтан «Ялав» журналпа «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен редакцийĕсенче, çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă, кайран 1957 çултанпа литература ĕçĕпе кăна пурăннă.

Хăй çырнисĕр пуçне вăл çамрăк писательсене те пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Манăн литература ӳсĕмĕнчи пуçламăш шкул – «Садай шкулĕ» пулнă"

- аса илет Анатолий Юман, сăвăç, Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сăпайлăччĕ Владимир Леонтьевич. Нимĕнле тава тивĕçлĕ ят та çук унăн. Пĕтĕмпе те CCКП Чăваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн тата РСФСР Аслă Канашĕн Хисеп граммăтисем кăна упранаççĕ унăн архивĕнче Апла пулин те, чăн-чăн ӳнерçĕ ăсталăхĕпе çырнă романĕсене, повеçĕсене, калавĕсене, очеркĕсене вулакансем иксĕлмеççĕ. Чысĕ те, хисепĕ те пысăкчĕ ятлă-сумлă çыравçăн. Анчах та вăл нихăçан та чапшăн пурăнман. «Шухăш-ĕмĕxĕсем те çунатлăччĕ. Тепĕр икĕ роман çырса хăварма ĕлкĕресчĕ, вара лере кайма та юрать, - тетчĕ канăçсăр писатель. Анчах та йывăр чирпе «çаваллă карчăк ăна шеллемерĕç, пуçланă япаласене вĕçлеме вăхăт памарĕç.

Мĕн вăл талант? Çут çанталăк пани çумне ырми-канми, тепĕр чухлĕ çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ ĕçе хушса пулнă хăват. Çак этемлĕхĕн чи ăслă ывăл-хĕрĕн яланах пусса палăртнă. «Гений –это терпение» текен çунатлă сăмах çаврăнăшне аса илниех çителĕклĕ. Чăваш çыравçи Владимир Садай чăннипех те çавăн пек хăватлă талантсенчен пĕриччĕ, хăйне хĕрхенмесĕр ĕçлетчĕ. Çакă та унăн çут çанталăк панă сывлăхне хавшатмасăр тăма пултарайман.

Хăйĕн йышлă çырăвĕсенчен пĕринче кун пирки вăл çапла каланăччĕ:

Эс ялан: вăхăта хаçат илет, тетĕн. Уншăн ан кулян, вăхăта ĕçре ирттерни савăнăç. Эпĕ акă чиновник те мар, вăхăт вара яланах çитмест. 12-ре выртатăп та 4-ра тăратăп. Вара питĕ кулянатăп, турă талăка 24 сехет туса панăшăн. Кунне сахалтан та 10-12 çыру çырма тивет (çур кун каять), унтан – мĕнле пулсан та, çур страница, е, екки кайсан тенĕ пек, - пĕр страница хамăнне çыратăп – çăкăрлăх. Унтан çынсенне вулатăп, пĕр пуссăр

. Пĕр сăмахпа каласан, талантлă тата ĕçчен те тӳсĕмлĕ пулнă. Тăрăшнă. Чăтнă. Çине тăнă. Чăнах та çĕр çул та çитмелли çав пулнă та çав вăл…Анчах кашни çыннăн хăйĕн шăпи, кашни çын хăйшĕн хăй явап тытать. Владимир Леонтьевич Садайăн вара пурнăç çулĕ 66 тултаричченех вĕçленнĕ.

Чыславсем, парнесем тӳрлет

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн Владимир Садая РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн тата Чăваш АССР ССКП обкомĕпе ЧАССР Министерсен Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Çар темипе çырнă хайлавсемшĕн чăваш çыравçи 1974 çулта СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен министерствин литература премине тивĕçнĕччĕ.

Асăнмалăх тӳрлет

  • Бюст, Тутарстан, Чӑнлӑ районӗ Каша ялӗ[3].

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Арланова, Е. Ăсталăхпа пултарулăх / Е. Арланова // Хыпар. – 2006. – 11 ака. – С. 3.
  • Васильева, Н. В. Л. Сатая аса илсе / Н. Васильева // Канаш (Ульяновск обл.). – 2001. – 30 пуш (№ 13). – С. 4.
  • Владимир Садай (Цырульников) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза.- С. 259.
  • Маяксем, Л. «Эпир вĕçме çуралнă!» / Л. Маяксем // Тăван Атăл. – 2005. – № 12. – С. 71-72.
  • Михайлова, Т. В. Садай çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май / Т. Михайлова // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2006. – 15-21 ака (№ 14). – С. 10.
  • Федоров, Г. Ҫĕр ҫăлкуҫлă чун юрри / Г. Федоров // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 2. – С. 95-99 : фот.
  • Цырульникова, А. Владимир Садайӑн вилтӑпри ӑҫта? / А. Цырульникова // Канаш (Ульяновск обл.). – 2010. – 1 ака (№ 13). – С. 6 : фот.
  • Юман, А. Владимир Садай: малтанхи утăмсем / А. Юман // Ялав. – 2006. – № 3-4. – С. 150-154.
  • Юман, А. Малтанхи вӗрентекен : Владимир Садай ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ май / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2011. – № 3. – С. 51-54. - См. текст

Каçăсем тӳрлет