Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сармат пăхăр.

Сарма́тсем (ав.гр. Σαρμάται, лат. Sarmatae) — малтанхи Тимĕр ĕмĕрĕн вĕçĕнче (п. эрч. VI—IV ĕм.) Тисăпа Дунай шыв уйрăлăвĕнчен пуçласа Дон шывĕн бассейне çити (хальхи Украина территорийĕ) çеçенхир çĕрĕсенче пурăннă куçса çӳрен выльăх ĕрчетекен иран чĕлхиллĕ йăхсем. Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе[1] сарматсене, «савроматсем» ятпа, пĕрремĕш Геродот асăнать: «Танаис (хальхи Дон) шывĕ урлă каçсан, унта скифсен çĕрĕ мар, савроматсен облаçĕ»[2]. Н. Лысенко шухăшĕпе, «Марк Випсаний Агриппа тĕнче карттине хатĕрленĕ вăхтран шутласан (п.эрч. I ĕм.) „савроматсем“ тата „сарматсем“ этнонимсем синонимсем шутланнă»[3].

Сармат катафракчĕсем дак вăрçинче. Траян колоннин барельефĕ.

Авалхи авторсем сарматсен йышне кĕртнĕ йăхсем[4]: аорссем, языгсем, сираксем, алансем, роксолансем, сайăсем[5].

Кун-çулĕ тӳрлет

Малтанхи кун-çулĕ тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет