Сантăр Аксар (Мефодьев Александр Иванович), — критик, сăвăç, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1984), доцент (1994). 1938 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă.

Мефодьев Александр Иванович
Сантăр Аксар
Çуралнă вăхăт: 28 чӳк 1938
Çуралнă вырăн: Чăваш ЕнПатăрьел районĕ Еншик
Патшалăх:

Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕ

Ăслăх сфери: филологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
Альма-матер: И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ
Чыславсемпе парнесем


«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх

1991 çултанпа Чăваш ССР ÇП, 1969 çултанпа Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. 1988 çулта Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ пулнă. Çыравçă «Ӗçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» (1970) тата «Ӗç ветеранĕ» (1990) медальсене, «IX пилĕкçуллăх» паллăна, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн (1989) тата В.И. Ленин ячĕллĕ Пĕтĕм Союзри пионер организацийĕн Тĕп Канашĕн (1989) Хисеп Грамотисене тивĕçнĕ. 2000 çулта Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

1953 çулта Еншикри çичĕ çул вĕренмелли шкулта, 1956 çулта Шăнкăртамри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1961-1967 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. 1972-1975 çулсенче — И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспиранчĕ.

А.И. Мефодьевăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăван ялти ял хуçалăх эртелĕнче ахаль колхозник пулса вăй хунинчен пуçланнă. Каярахпа вăл пĕр хушă ял вулавăшне ертсе пынă. 1957-1960 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан икĕ çула яхăн Йĕпреç районĕнчи «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» хаçат редакцийĕнче тата парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. 1962 çулхи авăн уйăхĕнче Александр Ивановичтăван района куçса килсе малтан «Авангард» хаçат редакцийĕнче, кайран КПСС райкомĕнче ĕçленĕ. 1972 çулхи юпа уйăхĕнче ăна партин Чăваш обкомĕн аппаратне куçарнă. Унта вăл 13 çул хушши культура пайĕн инструктурĕ пулнă. 1985 çулхи чӳкре ăна «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторне лартнă. Çак ĕçе вăл çичĕ çула яхăн туса пынă. 1992 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче малтан чăваш чĕлхипе литература кафедринче, кайран чăваш литератури кафедринче тăрăшма пуçланă, студентсене тăван сăмахлăха вĕрентме тытăннă. 1998-2004 çулсенче вăл педагогика университечĕн çĕнĕрен уçăлнă чăваш филологи факультечĕн деканĕ пулнă.

Ĕçĕсем тӳрлет

Александр Иванович литература ĕçне 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. «Кахал» ятлă пĕрремĕш сăвви 1954 çулта районти «Авангард» хаçатра çапăнса тухнă. Каярахпа унăн сăввисем, очеркĕсемпе статйисем республика хаçачĕсемпе журналĕсенче те пичетленме пуçланă.

Унăн сăввисем тăрăх Н.Эриванов, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, Н.Тимофеев, В.Романов, В.Адюков, Н. Заводскова композиторсем 40 яхăн юрă çырнă.

Александр Иванович тăлмач пулнипе те паллă. Çыравçă вырăс, тутар тата мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне, 20 яхăн илемлĕ кинофильм тексчĕсене чăвашла куçарнă.

Александр Мефодьев «Тракторстрой çути» тата «Çамрăклăхпа ăсталăх» ятпа чăваш писателĕсен хайлавĕсен пуххисене хатĕрлесе кăларнă. Çавăн пекех унăн çак кĕнекесем çутă курнă:

  • «Алексей Талвир» (1999);
  • «Образы рабочих в чувашской литературе» (2001);
  • «Юхать Пăла» (2003);
  • тата ыттисем те.

Чыславсем тӳрлет

  • Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2000).
  • Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни (2015)
  • М. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1998)

Вуламалли тӳрлет

Васильев, Г. Ҫитӗнӳсемлӗ юбилей / Г. Васильев // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. – 2008. – № 6. – С. 22.

Кудаков, Ю. Д. Сантăр Аксарӑн сăнарлăхĕ : (А. И. Мефодьев çуралнăранпа 70 çул тултарнă май) / Ю. Д. Кудаков // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 2009. – 9-мĕш кăларăм. – С. 8-11.

Метин, П. Н. А. И. Мефодьев (Сантӑр Аксар) пурнăçĕнчи тата пултарулăхĕнчи тĕп йĕрсем / П. Н. Метин // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 2009. – 9-мĕш кăларăм. – С. 3-8.

Мефодьев, А. И. Ачамӑрсен чун-чӗрине акар-и пин ахах-мерчен... / А. И. Мефодьев ; А. Михайлов ҫырса илнӗ // Хыпар. – 2016. – 17 ҫу. – С. 10 : сӑн ӳкерчӗк.

Осипов, Н. Александр Мефодьевӑн ҫӗнӗ тӗпчевӗ / Н. Осипов // Хыпар. – 2016. – 22 кӑрлач. – С. 14.

Осипов, Н. Н. «Пурнӑҫра яланах пӗр тӗллевпе, пӗр ӗмӗтпе пурӑнтӑм...» / Н. Н. Осипов // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика : ст. пуххи. – Шупашкар, 2014. – 19-мӗш кӑларӑм. – С. 4-6.

Станьял, В. Ача-пăча литературине тĕплĕн тĕпчекен / В. Станьял // Тӑван Атӑл. – 2016. – № 2. – С. 42-44.

Яковлев, Ю. Йӗрке ачи : Александр Мефодьев (Сантăр Аксар) çыравçăна 75 çулхи юбилейӗпе саламласа / Ю. Яковлев // Тӑван Атӑл. – 2013. – № 11. – С. 101-103 : сӑн ӳкерчӗк.

Антонова, З. С. Мефодьев Александр Иванович / З. С. Антонова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 87.

Афанасьев, П. Мефодьев Александр Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 265-266.

Мефодьев Александр Иванович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 139-140.

Мефодьев Александр Иванович // Преподаватели Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева (2011-2015). – Чебоксары, 2015. – С. 59.

Мефодьев Александр Иванович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 262-263.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Культурное наследие Чувашии

Литературная карта Чувашии 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.

Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.