Сĕве уесĕХусан патшалăхĕ (1727 çултанпа - Хусан кĕпĕрни) йышĕнчи администраци-территориллĕ виçе. Уес хули — Сĕве.

Сĕве уесĕ
Уес центрĕн гербĕ Кĕпĕрне гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне Хусан кĕпĕрни
Центр Сĕве
Йĕркеленĕ 1727
Пăрахăçланă 1920
Лаптăк 2 774,2 çухрăм² (3,2 пин км²)
Пурăнан халăх 126 603[1] (1897)

Истори тӳрлет

Уес Сĕве вăйпутлăхĕнчен йĕркеленсе каайнă.

1708 çулта уесе пăрахăçланă, Сĕвене Хусан кĕпĕрнине хушнă. 1719 çулта, кĕпернесене Петра I «Об устройстве губерний и об определении в оныя правителей» хутайĕпе провинцисене пайланă чухне, Хусан кĕпĕрнири Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта Сĕве уесне Сĕве провинцинче тепĕр хут туса хунă. Сĕве провинцине (1719 - 1780) Сĕве, Шупашкар, Çĕрпӳ, Чикмĕ, Кокшай тата Царевококшайск уесĕсем кĕнĕ.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче (1781-чен) Сĕве уесне хальхи Чăваш Республикин тухăç тата кăнтăр-тухăç территорин чылай çĕрĕ тата Тутарстан Республикин Атăлăн сылтăм çыранĕнчи çĕрĕсем кĕнĕ. Уесе 10 чăваш вулăсĕ (Хозесан, Ута, Темĕш, Шихали, Ар, Карамамеевская, Эйпичи, Елчĕк, Энтри, Чекур) тата темиçе чăваш ялĕллĕ 4 тутар сотни (Князь-Аклычева, Князь-Ишеева, Князь-Темеева, Князь-Байбулатова) кĕнĕ.

1781 çулта Хусан кĕпĕрнине Хусан енлĕхĕ ята куçарнă, 1796 çулта каллех кĕпĕрнене тавăрнă. 1781 çулта Сĕве уесне вакланă: халĕ Чăваш Республикинчи çĕрсене, Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар, Çĕрпӳ Теччĕ уесĕсене, тата кăштах анчахрах туса хунă Пăва уесне Чĕмпĕр кĕпĕрнине панă.

1917 çул тĕлне хальхи Чăваш Енĕн территорине Сĕве уесĕнчи Ширдан вулăсĕн темиçе ялĕ çеç кĕнĕ.

1920 çулта Сĕве уесне пăрахăçланă, унăн территорине Тутар АССР йышĕнчи Сĕве кантонне панă.

Пурнан халăх тӳрлет

1897 çулта çырнипе уесре 126 603[1] çын пурăннă, çав шутра вырăссем — 68,6 %, тутарсем — 29,9 %, чăвашсем — 1,5 %. Сĕве уес хулинче 2365 çын пулнă.

Паллă çынсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет