Ку ăнлава Сăвă виçи тенипе пăтраштармалла мар
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хапа (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Сăвă хапи — уйрăм сăвă виçин (метрĕн) реализацийĕ, унăн харпăр вариацийĕ. Сăмахран, ямб сăвă виçи икĕ картлă, виçĕ картлă, тăватă картлă, пилĕк картлă т.ыт.те пулма пултарать. Акă икĕ тĕслĕх[1]:

 
Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать...

Çеçпĕл Мишши, «Инçе çинçе уйра уяр...» XXX

 
Тăван çĕршыв чĕлхин малашнехи çинчен
Шухăшласа пуçа тĕрлĕ шухăш килсен, —
Сан иртнĕ ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,
Чуна пăчăртаса ялан аса килет.

Çеçпĕл Мишши, «Чăваш поэтне Ахаха асăнса» XXX

Икĕ сăвă. Иккĕшне те ямб виçипе çырнă. Анчах та малтанхинче тăватă картлă ямб, иккĕмĕшĕнче — ултă картлă ямб. Йĕркери картсен шучĕ тĕрлĕрен, çапла вара вĕсен хапи те пĕр-перинчен уйрăлса тăрать.

Вуламалли тӳрлет

  • Размер стихотворный // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 847 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
  • Размер стихотворный // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 308—309. — 509 с. — 300 000 экз.

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Икĕ текстне те Аçтахарăн электронла вулавăшĕнчен илнĕ.