Романова Фаина Александровна

Романова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Фаи́на Алекса́ндровна Рома́нова (4.6.1924, Тăвай, Чăваш автономи облаçĕ —28.11.1990, Шупашкар, Чăваш ССР) — совет чăваш театр пĕлевçи тата çыравçи, ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕ (1972)[1].

Романова Фаина Александровна
Ӳкерчĕк:Романова Фаина Александровна.gif
Çуралнă вăхăт Тăвай ялĕ,
Тăвай районĕ,
Чăваш АССР, ССРП
Çуралнă вырăн 1924, çĕртме, 4
Вилнĕ вăхăт 1990, чӳк, 28
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш ССР, ССРП
Гражданлăх ССРП РФ
Упăшки В. П. Романов
Ачисем П. В. Романов 
Премисемпе чысланисем

ССКП пайташĕ (1953), ССРП театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1976), ССРП çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1976)[2].

Чăваш Енĕн театр ӳнерĕн историпе паллă специалисчĕ шутланнă.

Биографи тӳрлет

1924 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Тăвай ялĕнче (халĕ Тăвай районĕ) патшалăх хĕсметçи çемьинче çуралнă.

1942 çулта Шупашкарта вăтам пĕлӳ илнĕ. 1948 çулта Мускаври ГИТИСăн театр пĕлĕвĕн факультетĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.

1972 çулта Ф. А. Романова «Чăваш драма театрĕ çурални тата аталанни, 1918—1941» темăпа ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ, [3].


Шупашкарта 1990 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.

  Тулаш ӳкерчĕксем
  Шупашкарти астăвăм хăми

Çемье тӳрлет

  • Упăшки — В. П. Романов — актёр, режиссёр[4];
    • Ывăлĕ — П. В. Романов — актёр, театр пĕлӳçи[5]. Фаина Александровна тата Виктор Павлович Романовсем пурăннă çурт çинче астăвăм хăми вырнаçтарнă]][6].

Чыслани тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Литература тӳрлет

  • Кондратьев М. Г. Романова Фаина Александровна // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3.

Каçăсем тӳрлет