Роберто Феррузи

Роберто Феррузи (locally: [[Тĕнчери фонетика алфавичĕ|[rəˈbertoʊ feˈruːzi]]]; 1853, раштав, 16, – 1934, нарăс, 12)[1] итал ӳкерçи. Ăна ытларах иккĕмĕш Венеци биеналĕнче 1897 çулта Мадоннина ĕçне кăтартнă хыççăн пĕлеççĕ[2].

Роберто Феррузи
Roberto Ferruzzi
Фотографи
Çуралнă вăхăт: 1853, раштав, 16
Çуралнă вырăн: Шибеник, Далмаци, Итали
Вилнĕ вăхăт: 1934, нарăс, 16
Вилнĕ вырăн: Венеци, Итали
Пăхăнулăх:
Паллă ĕçсем: Мадоннина

Биография тӳрлет

Роберто Феррузи Шибеник хулинче (Далмаци провинцийĕ) 1853 çулта çуралнă. Ашшĕ адвокат пулса ĕçленĕ. Тăваттă çул тултарсан, çемье Венецие куçса кайнă. Ашшă çĕре кĕрсен вăл Далмацие таврăнса классика литературипе сăрă ӳнерне вĕренме тытăнать.

Каярах вăл Торрелья хулана куçать, кунта 1897 çулта унăн Мадоннина ĕçĕ кун çути курать[3].

Феррузи 1934 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче Венеци куçне ĕмĕрлĕхех хупать, ăна Торрелье çăви çине, Эстер Соргато арăмĕпе тата Маришка хĕрĕпе юнашар пытарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ IL DALMATA, октябрь 2008, PDF
  2. ^ Madonna of the Streets 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Madonnina del Ferruzzi (Italian). luvigliano.it. Тĕрĕсленĕ 17 Раштав уйӑхӗн 2014.

Каçăсем тӳрлет