Раççей чукун çулĕсем

УАО «Раççей чукун çулĕсем» (УАО «РЧÇ») — раççей сети чукун çулсен раççей эрешĕн инфраструктурин харпăрçи, тĕнчери пысăк транспорт компанисенчен пĕри. Тулли ячĕ — Уçăллă акционер этем пĕрлĕхĕ «Раççей чукун çулĕсем». Штаб-хваттерĕ — Мускавра, Новая Басманная урамĕнче, çурт 2. Тĕп аппарачĕн пайĕсем (профиллĕ чукун çул департаменчĕсем) çаплах Каланчёвская урам, ç. 35 вырнаçнă. УАО «РЧÇ» 2003 çулхи авăн, 18 Раççей Федераци Правительствин 585-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе туса хунă. 2003 çулхи юпан 1-мĕшĕнче РЧÇ Чукун çулсен министерствинчен (ЧÇМ) чукун çул транспорчĕн управлении функцине илет (ЧÇМ патшалăх енчен йĕркелесе пырать). РЧÇ ЧÇМ сиситеминчи 2046 предприятирен 987-ĕшне (ведомствă активĕсен 95 % пурлăхнĕ) из 2046 хăй çумне куçарать.[1]

Харпăрçисемпе ертӳçисем тӳрлет

Раçсей Федерацийĕ обществăн пĕртен пĕр акционерĕ шутланать. Патшалăх ятĕнчен акционер полномочисене Раççей Федерацин Правительстви тытса пырать[2]. Вăлах общество президентне ĕçе илет, кашни çулах директорсен канашне йĕркелет, çул пĕтĕмлетĕвĕсене çирĕплетет.

УАО «РЧÇ» директорĕсен Канашĕн председателĕсем тӳрлет

УАО «РЧÇ» президенчĕ тӳрлет

Тытăмĕ тӳрлет

 
ЭД4 электропуйăсМКМ
 
ВЛ10 электровус япала турттару пуйăсĕпе

УАО «РЧÇ» чукун çул эрешне 17 филиал çине пайланă:

Кашни чукун çулăн тытăмĕнче чукун çул уйрăмĕсем (Сахалинпа Калининградрисĕр пуçне), çул пăхăнавĕн предприятисем пур.

Тăван компанисем тӳрлет

Пĕрлешĕнни тата ярса илни тӳрлет

2008 çулхи юпан 8-мĕшĕнче финансă кризисĕнче лакăма лекнĕ, унчен УАО "«АЛРОСА» инвестици ушкăнĕ («АЛРОСА» алмаз тупăшлакан раççей ушкăнĕн тăван компанийĕ) шутĕнчи «КИТ Финанс» банкăн 90 % акцине туяннă (РЧÇ банкăн 45 % акцине харпăрланă)[3]. 9 октября стало известно, что РЖД купило акции КИТ Финанс за символические 100 рублей.[4]

Ӗç=хĕлĕ тӳрлет

Компанин коммерци ĕçлĕхĕн тĕп тĕлĕсем — япала тата пассажир турттарасси. УАО «РЧÇ» Раççейĕн 99 % чукун çулĕсен 85 500 км тăсăлăвлĕ магистралĕсене (харпăр компанисисемсĕр, тĕслĕхрен, Норильск чукун çулĕ тата ур.), чарăнусемпе вокзалсем, депо тата диспетчер системисене харпăрлать. 2007 çул вĕçнелле Раççейĕн 79 объекчĕнче ĕçленĕ тата пиллĕккĕшне кĕме шухăш пур[5].


Компани шутне 20 пине яхăн локомотив (локомотив паркĕн 90 % яхăн), 600 пинрен ытла япала тата пассажир вакунĕ кĕрет. Пассажир локомотивĕсен йышĕ 12 % яхăн. Пассажирсене УАО «РЧÇ» эрешĕпе, сăмахран, Мускав — Санкт-Петербург йĕрĕпе, харпăр пуйăссем турттараççĕ.

Тарифсем тӳрлет

Ӗçлĕх кăтартăвĕсем тӳрлет

РЧÇ МСФО 2005—2007 çç. финансă кăтартăвĕсем
Кăтартусем 2005 2006[6][7] 2007[8][9]
Тупăш 749 млрд тенкĕ 877,9 млрд тенкĕ 1,016 трлн тенкĕ
Операци тăкакĕсем 684,7 млрд тенкĕ 821,5 млрд тенкĕ
Операци услам 194,7 млрд руб 194,6 млрд руб
EBITDA 267,5 млрд тенкĕ
Таса услам 114 млрд тенкĕ 139,8 млрд тенкĕ 144,9 млрд тенкĕ

2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе компанин усламĕ РСБУ енĕпе 59,2 млрд тенкĕ, таса усламĕ — 26,4 млрд тенкĕпе танлашнă. Япала турттарăвепе услам 105,3 млрд тенкĕне, пассажир куçарăвĕн тăкакĕ — 43,2 млрд тенкĕне çитнĕ[10]

2005çул тĕлне чукун çул çинчи çурт-йĕр кивелĕвĕн коэффициенчĕ 70 %, пассажир вакунĕсен — 65,5 % çитнĕ. 2006—2007 çулта кивелсе тухнă майĕпе 10 % вакун паркне ĕçрен кăлармалла, вакунсен усă куру вăтам çулĕ 18 çултан иртрĕ; вĕсен 70 % сывлăш кондицилемелли системи çук. Туяннă вакунсен шучĕ 1615 виçерен (1992) 183 çити (1998) ӳкрĕ. 2006 çулта çĕнĕ 731 вакуна ĕçе кĕртме палăртнă пулин те, ку çителĕксĕр. Инвестици ресурсĕсен çитменлĕхĕ пассажир комплексĕнче, РЧÇ хаклавĕсемпе, çулне 60 млрд тенкĕрен кая мар пулать.

2009 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне иртнĕ çулхипе танлаштарсан япала турттарасси 11,3 % ӳкнĕ.[11]

Çулсерен УАО «РЧÇ» 1,3 млрд ытла пассажирпа 1,3 млрд тонн япала турттарать.

Ӗç
тĕсĕ
Кăтарту 2005 2006 2007 2008
Япала
куçарасси
япала турттарăвĕ (трлн т.км). 1,85 2,31 2,4
малт. çулпа танл. +3,1 % +5 %
япала (млрд т.). 1,40
малт. çулпа танл. +4 %
Пассажир
турттарăвĕсем
пассажир турттавăвĕ (млрд пасс.км.) 118,9 174,1 176
малт. çулпа танл. +3,8 % +1 %
пассажирсем (млн пасс.) 1352,8 1296
малт. çулпа танл. +2,5 %
персонал йышĕ (пин çын) 1127 1099

2006 çулта раççей чукун çулĕсем тăрăх 1352,8 млн пассажир куçарнă,ку ĕнтĕ 2005 çулхипе танлаштарсан, 33,9 млн çын е 2,5 % ытларах пулать. Çав шутра турттарнă:

  • инçе çӳрекен пуйăссенче — 135,3 млн çын;
  • хулаçум электропуйăсĕсенче — 1217,5 млн çын.

УАО «РЧÇ» пĕтĕм ĕçлекенĕ— 1300 пин çын.

РЧÇ куçару пуйăсĕ тӳрлет

Инвестици программи тӳрлет

2007—2009 çулсене РЧÇ инвестици программи 694 млрд тенкĕ калăпăшлĕ, вĕсенчен 82 % инвестицине инфраструктурăна çĕнетме, 16 % — пуйăссене çĕнетме тăкаклама палăртнă. 2007 çулхи инвестпрограммăна 210 млрд тенкĕ калăпăшлĕ тума йышăннă, 2008 çулта —231 млрд тенкĕ, 2009 çулта —252 млрд тенкĕ[12].

2007 çулхи III кварталĕ тĕлне РЧÇ тĕп фонд кивелĕвĕ 58 %, япала турттармалли вакунсен — 80 % яхăна çитнĕ . Пуйăссен ĕçлĕх ресурсне тăсса пымасан, çулсерен 15 пине яхăн япала вакунне пăрахăçламалла пулать, ĕçсем çакăн пек пырсан 2010 çул тĕлне 588 пин вакунран 220-ĕшне пăрахăçлама тивет[13]; çакна шута илсе, япала турттармалли вакун шучĕ çулсерен 30 пинрен сахал мар кирлĕ[14].

УАО «РЧÇ» пуйăсĕсене туянасси[13]
Пуйăс 2006 2007 2008-2010
Локомотивсем 278 319 1,9 пин[15]
Япала вакунĕсем 8,5 пинрен ытла 11,4 пинрен ытла 40 пине яхăн
Пассажир вакунĕсем 738 895
Хулаçум пуйăсĕсем (электричкăсем) 750 яхăн 740 яхăн
Инвестицисем 53 млрд тенкĕ ытларуб 80 млрд тенке ытла


Компани ĕç-хĕлĕнчи чи малти шухăшлă тĕлĕсенчен пĕри Кăнтăр федераци тăрăхĕнчи инфраструктурине аталантарасси. Çакна пурнăçа кĕртме 2030 çулчен 585 млрд тенкĕпе усă курма йышăннă. УАО РЧÇ президенчĕ Владимир Якунин каланипе, Раççей субъекчĕсем хăйсем çине программăна 7 % укçапа тивĕçтермелле, ытти тăкакне федераци бюджечĕ хăй çине илет[12].

2008 çулхи инвестици программипе РЧÇ 1042 вакун (ку вара иртнĕ çулпа танлаштарнипе 132 виçе нумайрах) туяннă, вĕсенчен 329 плацкарта, 602 купе, 41 СВ, 4 ятарвакун, 40 вакун-ресторан тата 26 тӳлек канлĕ вакун. Çак тĕлсене 21,8 млрд тенкĕ уйăрнă.

Чылай пуйăсне Тĕвер вакун тăвакан заводĕнче тунă, 2008 çулхи раштав, 18 тĕлне вăл РЧÇ çул тăршшинчи пиннĕмĕш пассажир вакунĕпе тивĕçтернĕ. [16]

Ӳкерчĕк:RZD-old.svg
РЧÇ кивĕ логотипĕ.

Перспективлă проектсем тӳрлет

  • Хăвăрт куçăм çак хуласем хушшинче тума палăртнă: Чулхула←→Мускав←→Санкт-Петербург←→Хельсинки.
  • Транспорт хăрушсăрлăх агентстви. РЧÇ хăрушсăрлăх департаменчĕн пуçлăхĕ Александр Сергиенко авăнăн 6-мĕшĕнче УАО «Раççей чукун çулĕсем» транспорт хăрушсăрлăх пĕрлĕ агентствине тума палăртнине пĕлтернĕ:[17]
    • Транспорт çинчи пур хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлĕ ведомствăна тăвасси.
    • Яваплăха хытарни, çав шутра компанин пурлăхне вăрланăшăн, сăтăр тунăшăн.
    • Транспорт çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене патшалăхăн тумалла, ун пек тумасан финансă йывăрлăхĕ халăх çине ӳкет.

Сочире олимп вăййисене хатĕрленĕ май РЧÇ в 481,3 млрд тенкĕллĕ хăвăрт çитмелли Мускав-Адлер пуйăс пирки пĕлтернĕ.

Ребрендинг тӳрлет

 
УАО РЧÇ çĕнĕ стилĕпе хатĕрленĕ вакун

2007 çулхи çу уйăхĕнче компании ертӳçлĕхĕ корпораци имиджне улăштармалли пирки пĕлтерет. Фирма стилĕн улăштарăва темиçе тапхăрта 2007—2010 çулсенче ирттерме палăртнă[18]. Компанин çĕнĕ логотипне BBDO янрав агентстви туса хатĕрленĕ. Çĕнĕ логотипа туса панăшăн РЧÇ компании, экспертсен хаклавĕпе, 200 000 $ тӳленĕ.[19]

РЧÇ фирма стилĕ BBDO янрав агентстви 2007—2008 çулсенче HardCase Design берин бюровĕнче 15 йĕртен тытăнса тăракан RussianRail корпораци шрифт йыш никĕсĕнчен тапранать. Авторĕсем — Дмитрий Лавровпа Ральф дю Карруа. Компанин çĕнĕ логотипĕнче RussianRail Grotesque Medium гротеск шрифчĕпе усă курнă. РЧÇ логотипĕн вĕçĕмлĕ вариантне çаплах HardCase Design бюро BBDO агентствипе пĕрле 2007 çул вĕçĕнче хайланă.

«РЧÇ» çĕнĕ логотипĕ Kowloon-Canton Railway китай чукун çулĕсен операторĕн евĕрлĕрех.

Кăсăк фактсем тӳрлет

  • Раççей чукун çулĕсем çĕршывра туса илнĕ 6 % электроэнергине е çулта 44 млрд кВт•сех, тата 10 % дизель çунăкне çунтараççĕ.[20]
  • чи вăрăм маршрут пуйăсĕ — ХарьковВладивосток (№ 053 тата 133), хушши 9722 км (каял енне — 9715 км).
  • Чи тăсăлу вырăн улăштармасăр маршрутсем — 10 267 км: МускавПхеньян Хабаровск урлă (№ 001/002 Мускав ↔ Владивосток пуйăсăн вырăн улăштармасăр вакунĕ) тата Кейӳ → Владивосток (№ 053 Харьков ↔ Владивосток пуйăсăн вырăн улăштармасăр вакунĕ).
  • Çаплах 10 000 км ытларах вырăн улăштармасăр вакунсем: Днепропетровск ↔ Владивосток тата Донецк ↔ Владивосток (№ 053 Харьков ↔ Владивосток пуйăс шутĕнче).
  • Раççейре революциччен пĕр ятлă 1857 çулхи кăрлач, 26-мĕшĕнче Александр II император хушăвĕпе йĕркеленĕ Раççей чукун çулĕсен тĕп этем пĕрлĕхĕ ĕçленĕ. Этем пĕрлĕхне тăваканнисем вырăс, поляк, акăлчан тата франци банкирĕсем пулнă. Этем пĕрлĕхĕн капиталĕ 275 млн тенкĕ кĕмĕлпе танлашнă. Этем пĕрлĕхĕн управлени Канашĕн пĕрремĕш председателĕ Пётр Казимирович Мейендорф барон, тĕп директорĕ Карл Колдиньон — Франци кĕперĕсемпе çулĕсен тĕп инспекторĕ — шутланнă. 1859 çулта кашни пассажир пĕр пăт япалана тӳлевсĕр илсе пыма пултарнă, ыттине вара уйрăм тарифпа тивĕçтернĕ[21]

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Ҫӗнӗ плацкартлӑ вагон моделӗ 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ УАО «РЧÇ» уставĕ, п.37
  3. ^ АЛРОСА и РЖД покупают «КИТ Финанс»
  4. ^ http://kommersant.ru/doc.aspx?DocsID=1037936
  5. ^ Елена Вранцева «Владимир Якунин: „Когда обсуждаем инвестиции, возникают нешуточные баталии“»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606—1829 (Online) 3 октября 2007 года
  6. ^ Глеб Столяров. Виноваты пассажиры // Ведомости, № 190 (2212), 8 октября 2008
  7. ^ РИА «РосБизнесКонслатинг», «Чистая прибыль РЖД за 2006 г выросла до 139 млрд руб.», 19 октября 2007 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Глеб Столяров. Виноваты пассажиры // Ведомости, № 190 (2212), 8 октября 2008
  9. ^ РИА «РосБизнесКонслатинг», «Чистая прибыль РЖД за 2006 г выросла до 139 млрд руб.», 19 октября 2007 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Константин Волков, Филипп Стеркин. Кто платит за проезд. Как Росжелдор обновит вагонный парк // Ведомости, № 160 (1934), 28 августа 2007
  11. ^ В сентябре 2009 года среднесуточный объем погрузки стал максимальным в текущем году(ĕçлемен каçă), Владимир Якунин, rzd.ru, 06.10.2009
  12. ^ 1 тата 2 Развитие железных дорог профинансируют из бюджета России // КоммерсантЪ", 4 августа 2007 года
  13. ^ 1 тата 2 Евгения Гаврилюк, Дмитрий Кудряшов «РЖД закупились по полной» РБК Daily 20 сентября 2007 года
  14. ^ Президент РЖД Владимир Якунин
  15. ^ Вĕсенчен 500 — 2008 çулта
  16. ^ http://www.tverinfo.ru/analitika/proshlii_god_dlya_rzhd_bil_rekordnim.html 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  17. ^ «РЖД предложила создать агентство транспортной безопасности» «КоммерсантЪ» со ссылкой на РИА «Новости»
  18. ^ http://rzd.ru/wps/portal/rzd?STRUCTURE_ID=704&layer_id=3347&id=60229
  19. ^ http://www.lenta.ru/articles/2007/05/23/rzhd/
  20. ^ https://web.archive.org/web/20071220033432/http://www.expert.ru/articles/2007/09/24/black/
  21. ^ Памятная книжка Главного общества российских железных дорог на 1859 год. СПб, 1859

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет