П. эрч. 213

Çулталăк

Пулнисем тӳрлет

  • 213 (Т. Ливий. История… М., 1989—93, т. 2, с. 183—189) — Консулсем: Квинт Фабий Максим-кĕçĕнни (патриций) тата Тиберий Семпроний Гракх (2-мĕш хут) (плебей). Преторсем: Публий Семпроний Тудитан, Гней Фульвий Центимал, Марк Атилий (хулари) тата Марк Эмилий Лепид (ютçĕр çыннисен ĕçĕсемпе).
  • 213 — Римлянсем Капуйăна хупăрлама кайнă. Ганнибал вĕсене кансĕрленĕ, римлянсем кăшт çеç ăнăçу тунă.
  • 213 — Сицилие Марцелл римлянсене илсе пынă. Марцелл пĕррехинче хăрушлă ситуацие лекнĕ. Римлянсем Сиракуза хупăрланă. Сиракузăна хӳтĕлекенĕ — Архимед.
  • 213 — Африкăра Карфагена хирĕçле Стифакс тăнă. Унпа кĕрешмешкĕн карфагенсем Испанирен çар илсе килнĕ.
  • 213 — Филипп Пелопоннесе таврăннă та Мессенре халăха пусмăрлама тытăннă. Арат унтан уйрăлна. Филипп хăйĕн тусне — Тавриона — Арата наркăмăш пама хушнă. Арат вилет.
  • 213 — Конфуциансем император ĕç-хĕлне сивленĕ. Вĕсене хирĕçле Ли Сы, Цинь Шихуандие пулăшаканĕ, тăрать. Конфуциансене репрессилеççĕ. 460 çынна айăпласа вĕлернĕ. Мĕнпур шкула, Фацзя шкулĕсĕр пуçне, çунтарса янă. Император библиотеки валли кăна кописене хăварнă.

Çуралнă тӳрлет

Вилнĕ тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каҫӑсем тӳрлет


  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр