П. эрч. 129

Çулталăк

Пулнисем тӳрлет

Рим республики тӳрлет

 
Пергамри Акрополь сăнĕ тата римлянсем Асклепион еннелле тунă сул.

Ази тӳрлет

  • Сири патшин Антиохăн çарĕсем Мидие кĕреççĕ. Пархи патши Фраат II лăпкăлăх пирки калаçу пуçлать, анчах та Антиох ыйтнисене вăл тивĕçтерме пултарайманнине тавçăрать.
  • Антиоха хирĕçле мĕнпур Мидире, пархисем пулăшнипе, пăлхав çĕкленет. Экбатан патĕнче çапăçса пархисем Антиох çарне аркатаççĕ, Антиох хăй пуçне хурать. Селевкидсен патшалăхĕнчен Вавилон, Перси, Миди тата Иудея тухса ӳкеççĕ. Селевкидсен патшалăхĕ Сирие, Келесирие, Финикие тата Килики пайне кăна çитет.
  • Деметрий II Никатор Антиохие таврăнать те астула ларасшăн пулать. Вăл Сирире çĕнĕ патша пулса тăрать, Клеопатра Тея каллех унăн арăмĕ пулать. Хăйĕн Антиохпа тунă ывăлне Клеопатра Тея Кизике ярать.
  • Птолемей VIII Эвергет Александрие ярса илет. Унăн арăмĕ (çавах йăмăкĕ) Клеопатра II пурлаха илсе Антиохие тухса тарать те хăйĕн кĕрӳшне — Деметрие — Птолемейпе вăрçă пуçлаттарать. Деметрий çарпа икĕпат чиккине пырса тăрать, çав вăхăтра çарта тата çĕршывра ăна хирĕçле пăлхав сиксе тухать. Птолемей Сирие Антиох ывăлĕ тесе ят илнĕскерне ярать. Птолемейрен икĕпат çарĕсене тивĕçнĕ Александр Забина Деметрие хирĕçле вăрçă пуçлать.
  • Иоанн Гиркан I селевкидсенчен Иудея валли тулли ирĕклĕхе çĕнсе илет.

Китай тӳрлет

  • Хунну Китай чиккине тапаннă. У-ди император вĕсене хирĕçле тăватă генерала 10 пин çара ярать.

Çуралнă тӳрлет

Вилнĕ тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Wiseman T. The New Men in The Roman Senate. — London: Oxford University Press, 1971. — P. 256. — № 362.


  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр