Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пифагор (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Самос Пифагорĕ (ав.гр. Πυθαγόρας ὁ Σάμιος, лат. Pythagoras; пирĕн эрăччен 570—490 çç.) — авал грексен философĕ, математикаĕ, пифагорейсен тĕн философийĕ шкулне туса хураканĕ.

Пифагор
Портрет
Çуралнă вăхăт: п. эрч. 570
Çуралнă вырăн: Самос, Иона Пĕрлешĕвĕ
Çуралнă вăхăт: п. эрч. 495
Вилнĕ вырăн: Метапонт, Лукания, Аслă Греци
Шкул/йăла: Пифагореизм
Тапхăр: Авалхи грек философийĕ
Тĕлĕ: Анăçри Философи
Тĕп кăсăксем: философи, авалхи грексен математики, мусăк гармонийĕ, этика, политика
Витĕм кӳнĕ: Фалес Милетсем, Анаксимандр, Зороастр[1]
Хыççăнхисем: Филолай, Алкмеон Кротонский, Парменид, Платон, Евклид, Эмпедокл, Гиппас, Кеплер

Кун-çулĕ тӳрлет

Пифагорăн ашшĕ Мнесарх, амăшĕ Партенида Самосран. Мнесарх чул касакан пулнă (Диоген Лаэртский); Порфирий сăмахĕсемпе вăл Тир пуян сутăçĕ, выçлăх çулĕнче халăха çăкăрпа тăрантарнăшăн самос гражданлăхне тивĕçнĕ. Пĕрремĕш версийĕ килĕшӳллĕрех, мĕншĕн тесен Павсаний Пифагорăн арçын йĕрĕпе пелопоннес Флиунтĕнчен Самоса тарнă Гиппас тытса пырать, вăл Пифагора ват асатте пулать.[2] Партенида (упăшки ăна Пифаида ята куçарнă) на Самосра грексен колонине йĕркеленĕ Анкей чаплă ăратĕнчен. Ача çуралассине Дельфăри пифи (юмăç) каланă , çавăнпа Пифагора çак ята тивĕçтернĕ.

Çамрăклăхра Пифагор икĕпат жрецĕсен ăсчаслăхĕпе вăрттăн ăслăлăхĕсене туянма Икĕпата тухса каять. Диоген тата Порфирий çырнипе, самос тиранĕ Поликрат Амасис фараонĕ патне Пифагора ырлă сĕнӳ çырăвĕпе ăсатнă, çавна пула ăна пытанчăклăхсене тĕпчесе вĕренме ирĕк панă.

Ямвлих çырать, 18 çулхи Пифагор тăван утравĕнчен тухса çут тĕнчен чылай кĕтесĕсенчи ăсчахсемпе тĕл пулса калаçса, Икĕпата çитет, кунта 22 çул пурăнать. Пирĕн эрăччен 525 çулта Икĕпата перси патши Камбиз çĕнтерсе илет, тыткăна илнĕ Пифагора Вавилона çитереççĕ. Унта вара Пифагор 12 çул ирттерет, магсемпе вăхат ирттерет. Самоса 56 çул тултарсан çеç таврăнать.

Философи вĕренĕвĕ тӳрлет

 
Юратнă ĕçсем: Философи, математика, музыка, Этика, политика.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет