Пилеш кайăкĕ (лат. Turdus pilaris[1]) - шăнкăрчран пысăкрах кайăк. Тĕрлĕрен вăрмансенче колонисемпе вырнаçать. Çăмартисем (4-7) симĕс, хăмăр пăнчăсемлĕ. Чĕпписем çĕртме уйăхĕнче тухаççĕ. Пилеш кайăкĕсем хăюллă, çăткăн кайăксене вĕсем йышпа хăваласа яраççĕ. Этеме те, çывăха пырсан, тапăнма пултараççĕ. Каяшĕпе сирпĕтеççĕ. Çавăнпа та вĕсен колонийĕ патĕнче ытти вĕт кайăксем те йăва çавăрма тăрăшаççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче 60-100 кайăкран тăракан йышпа вĕçсе килеççĕ, кайма час каймаççĕ, хура кĕркуннечченех пилеш çисе пурнаççĕ, хăш çул хĕл каçма та юлаççĕ.

Пилеш кайăкĕ

Галерея тӳрлет

Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Игнатьев Н.Г., Павлов И.П. Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993.

Каçăсем тӳрлет