Петрозаводск

Раççей хули
Петрозаводск
карел., вепс. те финн. Petroskoi
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Карели
Никĕсленĕ: Авăн, 1 1703
Хула, çултан: Пуш, 21 1777
Халăх йышĕ, пин çын: 280 890 (2022)
Хула лаптăкĕ: 113,26 км2
Геогр. анлăхĕ: 61°47′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 34°22′ х.т.д.


Петрозаводск (выр. Петрозаводск, карел., вепс. те финн. Petroskoi) — Карели Республикин, Раҫҫейӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче тӗп хули. Онега кӳлли хӗрринче вырнаҫнӑ.

Этимологи тӳрлет

Авӑн 1, 1703 ҫулта, хӗҫпӑшал-завочӗ (Шуйский ятлӑ) туни чухне, ҫак пуранакан вырӑнта никӗсленӗ[1]. 1704 ҫулта, самантра завод вӗҫсе туни чухне, халӑх пуранакан вырӑнӗ Пётр I ятне улӑштарнӑ, Петровский завочӗ. Завод патне посёлок Петровская слобода пекех ятлӑ. 1777 ҫулта слобода хула статусӗ илнӗ тата Петрозаводск хули ятлӑ[2]. 1941 ҫулта, финн ҫарӗсен оккупацийӗ хыҫҫӑн, хула Яанислинна (фин. Äänislinna) е Онегаборг (швед. Onegaborg)[3] ятне улӑштарнӑ. Петрозаводск, Хӗрлӗ арми ҫаресен ирӗктерӗвӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн ячӗ каялла илнӗ[4].

Географи тӳрлет

Хула Хӗвелтухӑҫ-Европа тӳремлӗхӗнче Олонец сӑртлӑхӗрен те Шокша йӑранӗрен ҫурҫӗре вырнаҫнӑ. Онега кӳллин Петрозаводск тинӗс пырӗ тӑрӑхла хӗрринче вӑл тӑрать. Хула йӗри-тавра вӑрманпа кӳлӗ.

Петрозаводскран 1091 км Мускава тата 412 км Санкт-Петербурга.

Петрозаводск территорийӗ 113,26 км²[5], хула тӑрӑхӗн территорийӗпе — 615,9 км²[6].

 

Кунҫул тӳрлет

Авӑн 1, 1703 ҫулта, Пётр I указӗпе Онега кӳллин хӗрринче патшалӑх хӗҫпӑшал завочӗ туни чухне, хула никӗсленӗ. Хула статусӗ - Пуш 21 (Ака 1) 1777 ҫултан. 1788 ҫулта Александр завочӗшӗн Петрозаводскра чи пӗрремӗш тӗнчере завод пӗлтерӗшӗ чукун ҫул тунӑ - "чукун кустӑрма пӑрӑхӗ".

  • Юпа 19, 1999 ҫултан - "Петрозаводск хули" мунципаллӑ йӗркелленӳ, Петрозаводск хула пуранакан вырӑнӗ.
  • Ҫу 16, 2007 ҫултан - Петрозаводск хула тӑрӑхӗ.

Ҫӗртме 26, 2023 ҫултан Петрозаводск хула тӑрӑхӗн вӑхӑтлӑ пуҫлӑхӗ - Инна Сергеевна Колыхматова.

Халӑх тӳрлет

2023 ҫулта Петрозаводскра 235 793 ҫын пурӑннӑ.

Наци тытӑмӗ (2002 ҫул)
Халӑхсем 1926[7] 1933[8] 2002[9] 2010[10]
йыш % йыш % йыш % йыш %
Пурте 27 105 100 47 502 100 244 760 100 248 494 100
вырӑссем 23 112 85,27 39 858 83,91 218 182 81,8 215 549 86,7
карелсем 2193 8,09 3771 7,94 13 527 5,1 9889 4,0
финнсем 668 2,46 749 1,58 7383 2,8 4493 1,8
Ыттисем 1132 4,18 3124 6,64 5668 10,3 18 563 7,5

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Карели

Шаблон:М-18 автомагистраль çинчи пурăнан вырăнсем