Первомайски (Патăрьел районĕ)

Первомайски, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă. Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.

Первомайски
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Аслă Арапуç
Пуçлăх Секретов Владимир Алексеевич
Малтанхи ятсем Аслă Арапуç
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429364
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 850 001
Официаллă сайчĕ каçă

Ялта шкул, ача-пăча вулавăшĕ, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, МТС, аптека пур.

Истори тӳрлет

Яла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.

Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнин астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.

1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Турхан вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет

Ялта аптекăна 1937 çулта уçнă. 1937-1959 çулсенче район аптеки пулнă, каярахпа участок аптеки пулса тăнă.

Аптека пульницăна, фельдшер-аккушер пункчĕсене эмелсемпе тивĕçтерет.

Экономика тӳрлет

Аслă Арапуç райпромкомбиначĕ — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче малтан вырнаçнă комбинат. Упус завочĕ çинче никĕсленĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта туртаракан лашасем валли çунасемпе урапасем ăсатнă.

Каярахпа 4 цех йĕркеленĕ пулнă: упус, йывăç касакан, кирпĕч, рогожтĕрлекен цехсем.

1958 çулта пĕтернĕ. Ĕç хатĕрĕсене Шăхач йывăç комбинатне куçарнă.

Паллă ентешсем тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет