Пандора (ав.гр. Πανδώρα — «пур енчен те пуян») — авалхи грексен юмах-халаплăхĕ тăрăх — Прометей çынсене валли çулăм-кăвар парнеленĕшĕн хур туса, Зевс хушнипе тунă пĕрремĕш хĕрарăм. Зевс панă савăта Пандора кăсăкланса уçса пăхас тенĕ, (Пандора арчи), анчах çав вăхăтрах тĕнче тăрăх пур хурлăхпа инкек вĕçсе саланнă, хуппине хупсан арчи тĕпĕнче пĕччен çех шанăç юлнă.

Джон Уильям Уотерхаус, Пандора, 1896

Çĕнĕ саманара «Пандора арчине уçасси» тени мĕн те пулсан (яланхи пек, усалли), каялла тавăрми тăвассине пĕлтерет. Пандорана асăнса чылай ÿнер ăсти илем хайлавĕсене тунă.

Мифологи тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Пандора // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Пандора — статья из Большой советской энциклопедии.
  • Мифы народов мира. М., 1991-92. В 2 т. Т. 2. С. 281 / А. А. Тахо-Годи
  • Пандора // Гладкий В. Д. Древний мир. Энциклопедический словарь в 2-х томах. М., 1998.
  • Dora and Erwin Panofsky, Pandora’s Box: The. Changing Aspects of a Mythical Symbol. [1956] (рус. «Ящик Пандоры»)

Çав. пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет