Пĕтĕм Раççей Йĕркелĕм Пухăвĕ

Пĕтĕм Раççейри Йĕркелĕм Пухăнăвĕ (выр. Всероссийское учредительное собрание) — Раççейри патшалăх тытăмлăхне палăртмашкăн 1917 çулхи чӳк уйăхĕнче суйланă та 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче пуçтарăннă элчеллĕ орган. Йĕркелĕм Пухăнăвĕ Раççее федерациллĕ тата демократиллĕ патшалăх тесе палăртнă, çакăнпа монархиллĕ тытăмлăх форминчен пăрăннă (1917 çулхи авăн уйăхĕнчех Вăхăтлă правительство Раççее республика тесе пĕлтернĕ), çĕр харпăрлăхне пĕтернĕ[1], лăпкăлăх килĕшĕвне тумашкăн чĕннĕ[2]. Пухăну Рабочисен тата хресченсен депутачĕсен канашĕсене патшалăх влаçĕ тума пултаракан Ĕçлекен те эксплуатацири халăхăн тивĕç-ирĕкĕн декларацине пăхса тухма килĕшмен. Çак ĕнтĕ Канашсен малашнехи ĕçĕсене легитимлĕх виçинчен кăлармалла пулнă.

1918 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Пухăнăва ВЦИК салатса янă, акта кăрлачăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри рабочисен тата салтаксен канашĕсен III пуçтарăнавĕ çирĕплетнĕ[3].

Большевиксене хирĕçле тăнă политикăри вăйсем салатнипе килĕшмен, Канашсен легитимлĕхне йышăнман, большевиксем влаçа илнине саккунлă мар тенĕ. 1918 çулхи çĕртмен 8-мĕшĕнче Самарта, Граждан вăрçи тапранса кайнă чухне эсерсем Йĕркелĕм пухăнăвĕ ячĕпе Йĕркелĕм пухăнавĕн пайташĕсен комитечĕ Раççейре çӳлти влаç шутланать тесе пĕлтернĕ. Ĕпхӳри патшалăх канашлăвĕнче КОМУЧа Йĕркелĕм пухăнăвĕн пайташĕсен пуçтарăнавĕ (съезчĕ) çине куçарма килĕшсе татăлнă та çĕнĕрен Пĕтĕм Раççейри вăхăтлă правительство (Директори) туса хунă.

Вăхăтлă правительствăн 19119 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнакан Йĕркелĕм пухăнăвне хăйĕн ĕç-пуçĕ пирки евитлемелле пулнă. Анчах та 1918 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче вăрçăллă пăтăрмаха пула тата Колчак адмирал влаçа илсессĕн правительствăна персе антарнă та Екатеринбургри Пуçтарăнăва салатса янă.

тӳрлет

Салатиччен туса ĕлкĕрнĕ ĕçсем тӳрлет

  • Улпутсен çĕрĕсене национализациленĕ
  • Лапқă килĕшӳ тума чĕнсе каланă
  • Раççее федерациллĕ тата демократиллĕ патшалăх тесе палăртнă
  • Виктор Михайлович Чернова Йĕркелĕм Пухăвĕн ертӳçи пулма суйланă.

Асăннă органа чăваш халăхĕнчен суйланнă депутатсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • «Новая Жизнь» хаçат: 7, январь, 1918-мĕш çул. Лару протоколĕ.
  • Всероссийское Учредительное собрание (1917 г. в документах и материалах). — М. – Л., 1930.
  • Рубинштейн, Н. Л. К истории Учредительного собрания. — М. — Л., 1931.
  • Протасов, Л. Г. Всероссийское Учредительное собрание: История рождения и гибели. — М.: РОССПЭН, 1997. — 368 с
  • Вишняк М.В. Дань прошлому. Современник, 1991.
  • Протасов, Лев Г. Люди Учредительного собрания. Портрет в интерьере эпохи. М., РОССПЕН, 2008.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Луцкий Е.А Проект Закона о земле Всероссийского Учредительного Собрания (1917-18 гг.), с. 102
  2. ^ ЗАКОНЫ И ПОСТАНОВЛЕНИЯ, ИЗДАННЫЕ ОТ ИМЕНИ УЧРЕДИТЕЛЬНОГО СОБРАНИЯ
  3. ^ Л.Г. Протасов Всероссийское Учредительное Собрание: история рождения и гибели // Российская политическая энциклопедия.


Каçăсем тӳрлет