Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пĕрлĕх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пĕрлĕх — пĕрлĕ интерессемпе, хаклăхсемпе тата тĕллевсемпе çыхăннă çынсен группи (ушкăнĕ)[1].

Этем пĕрлĕхĕсене çынсем хушшинчи хутшăнусен (пĕрлĕхри хутшăнусен) субъектсем хушшинчи хутшăнусен нумайлăхĕ пек çырса кăтартакан моделĕ тесе пахалаççĕ. Социаллă ăслăхсенче, пĕрлĕх пĕтĕмĕшле тăтăшах стратификацие демонстрацилет. Пĕрлĕх — индивидиум, группа тата институт çийĕнчи çынсен пĕрлешĕнĕвĕ, вăл тĕрлĕ тĕслĕ социаллă дифференциаципе ĕçе валеçнипе палăрса тăрать.

Пĕрлĕхе чылай йĕрĕпе пахалама пулать: тĕслĕхрен, наци енĕпе: франс, раççей, нимĕç; патшалăх тата культура енĕпе; территори тата вăхăт енĕпе; производство мелĕпе т. ыт.[2]

«Пĕрлĕх» термин «çынсен пĕрлелĕхĕ» ăнлавĕнчен çуралнă темелле. Социаллă пĕрлелĕх çынсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп форми шутланать.

Çав вăхăтрах пĕрлĕх социаллă пĕрлелĕх мар, çак ăнлав хăйĕн калăпăшĕпе çав тери анлă, ăна, чи малтанах, биологилле мар хăйне хăй çуратса тăвакан социаллă механизмсем кĕреççĕ. Çак ĕнтĕ пĕрлелĕх, пĕрлĕхпе танлаштарсан, иккĕмĕшле маррине палăртать, пĕрлĕх социаллă пĕрлелĕхрен çитĕнет. Хăйĕн пĕр ятлă ĕçĕнче Ф. Тённис, К. Маркс ĕçĕсене тĕпчесе хамăрйăш пĕрлĕхрен пĕрремĕшле пулнине кăтăртса панă.

Пĕрлĕх – тĕпчев объекчĕ тӳрлет

Социологире тӳрлет

Пĕрлĕх, феноменологи ăнлавĕнче — mens intensas (ăс-тăн, хăй ăшĕнчи шухăш) — пирĕн ăс-тăнлăхпа ăс-хакăлра çырăнса юлнă темĕн чухлĕ пĕрлĕх тĕнчисем.

Пĕрлĕх, çутçанталăк евĕрле пăхсан — res extensas (вĕçĕ-хĕррисĕр япаласем) — пĕр-пĕринпе чăннипех объектлă хутшăнусенче тăракан физика тата биологи ĕскерĕсен нумайлăхĕ.

К. Маркс хăйĕн ĕçĕсенче пĕрлĕхĕн тупсăмне кăтартса парать. Унăн шухăшĕпе, тупсăм çынсенче хăйсенче мар, вĕсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕнче пĕр-пĕринпе хутшăннисенче. Пĕрлĕх, К. Маркс шухăшĕпе, пĕрлĕхри хутшăнусен нумайлăхĕнче.

Антропологире тӳрлет

Суйласа илнĕ статья тӳрлет

Патшалăх тӳрлет

Патшалăх – вырăн тытса тăракан, хăйĕн система управлени тата суверенитет пулнă обществăн политик сăрĕ. Сăмах политик кнекесенче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.

Çав. пекех тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Общество 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. // Политика. Толковый словарь. М.,2001
  2. ^ См. Гециу И. И. «О разуме человека», СПб, изд-во «Алетейя», 2010 г.

Каçăсем тӳрлет