Пăрачкав районĕ

Пăрачкав районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвеланăçĕнче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 150 çухрăмра ларакан Пăрачкав салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1116,9 км2 танлашать, ку вăл республикăн 6,1%.

Пăрачкав районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Пăрачкав чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1927
Район администрацин пуçлăхĕ Лебедев Евгений Владимирович
Официаллă чĕлхе чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2010)
12 606 (1,02 %, 19-мĕш вырăн)
Йышлăх 11,29 çын/çм²
Наци йышĕ вырăссем - 74%,
ирçĕсем - 21%
Лаптăк 1116,86[3] çм² (4-мĕш вырăн)
Пăрачкав районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пăрачкав районĕн картти

Пăрачкав районĕн чикки Чулхула облаçĕпе Мордва Республикин çумĕпе иртет. Çавăн пекех Пăрачкав районĕпе юнашар Çĕмĕрле, Йĕпреç тата Улатăр районĕсем вырнаçнă.

Çутçанталăк тӳрлет

Район чăваш платоĕ çинче вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăн районăн кăнтăр-хĕвеланăç енче тинĕс шайĕнчен 243 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта торф, керамика япалисене кăларма юрăхлă суглиноксем, кирпĕч тума юрăхлă тăмсем, стройкăсенче усă куракан хăйăр, доломитсем пур.

Районĕн тĕп юханшывĕСăр. Сăр района иккĕне пайлать, унăн хĕрринче чылай кӳлĕ.

Халăх йышĕ тӳрлет

1999 çул пуçламăшĕнче районта 18,6 пин ял çынни пурăннă. 1 тăваткал çухрăм çине 15,1 çын çеç килет. 74% — вырăссем, 21% — мордва халăхĕсем шутланаççĕ. Ытти халăхсем сайра тĕл пулаççĕ. Районта пурĕ 39 ял, вăтамран вĕсенче 493 çын пурăнать.

Администрациллĕ пайлану тӳрлет

Паллă çынсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

  1. ^ ОКТМО (рус.)
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
  3. ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования