Озо́н шăтăкĕ — Çĕрĕн озон сийĕнчи озонăн вырăнти концентрацийĕ ӳкни. Ăсчахсем хушшинче анлă сарăлнă теорипе, XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче хлор- тата фтор фреонĕсем атмосферăна пăсланнипе антропоген факторĕ озон сийне çӳхетсе çитернĕ, тĕслĕхрен, Пĕтĕм тĕнчери метеорологи организацин докладĕнче çырнă[1]:

Антарктикăри озон шăтăкĕ. Авăн, 2000
Антарктикăри озон шăтăкĕ авăн уйăхĕнче. 19572001 çулсем.

2018 çулта Антарктика çийĕнчи озон шăтăкĕн лаптăкĕ вăтамран 22,8 млн тăваткал километр (2010—2017 çулсенче вăтамран 17,4 — 25,6 млн тăваткал километр, 2000—2009 çулсенче — 12,0 — 26,6 млн тăваткал километр, 1990—1999 çулсенче — 18,8 — 25,9 млн тăваткал километр).[2]

Истори тӳрлет

1000 км диаметр пысăкăш таран озон шăтăкне пĕрремĕш 1985 çулта Кăнтăр çурчăмăрĕнче, Антарктида çийĕнче, британ ăсчахĕсем (Шанклин Джон, Фармен Джо, Гардинер Брайан) тупнă, Nature журналĕнче статья вырнаçтарнă. Шăтăк çурла уйăхĕнче килнĕ те раштпав уйăхĕнче çухалнă. Çурçĕр çурчăмăрĕнче Арктикăра кĕркуннепе хĕлле чылай озон мини-шăтаксене асăрханă. Çак шăтăкăн лаптăкĕ 2 млн км² яхăн, 7 талăка çити пурăнать[3].

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Scientific Assessment of Ozone Depletion: 2006 (акăлч.). çăлкуçран архивланă 16 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 13 Раштав уйӑхӗн 2007.
  2. ^ Изменение озоновой дыры по данным НАСА
  3. ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия.

Çав. пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет