Ньютон (виçев пĕрчи)

Нью́то́н (чăвашла кăтартни: Н; тĕнчери кăтарту: N) — вăй текен физикăлла капа Пĕрчĕсен тенчери тытăмĕнче (СИ) виçекен пĕрчĕ.

Illustration on One Newton, 2018-07-06

Ньютон — тăхăмла пĕрчĕ. Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, «ньютон» текен пĕрчĕ 1 çеккунт хушшинче 1 килограмм массăллă ĕскерĕн хăвăртлăхне вăй вăйăмĕн еннелле 1 м/ç ÿстерекен вăйпа танлашать. Çапла вара, 1 Н = 1 кг·м/с2.

Тăхăмла пĕрчĕсене пырса тивекен СИ пĕтĕмĕшле йĕркевĕсем тăрăх, ăславçăсен ячĕпе панă пĕрчĕсене пĕчĕклерен пуçласа çыраççĕ. Символла кăтартусене вара пысăк саспаллипе çырмалла. Кунашкал çырасси «ньютон» сăмахпа çыхăннă ытти тăхăмла пĕрчĕсене те пырса тивет. Сăмахран, вăй саманчĕн пĕрчи ньютон-метр кĕскен ак çапла çырăнать — Н·м.

Каçăсем тӳрлет

  • International Bureau of Weights and Measures (1977), The International System of Units (3rd ed.), U.S. Dept. of Commerce, National Bureau of Standards, p. 17, ISBN 0745649742.

Асăрхавсем тӳрлет