Нарын
Хула гербĕ
Патшалăх: Киргизи
Регион: Нарын облаçĕ
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 40 (1999)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 41°26′0″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 76°0′0″ х.т. д.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Нарын (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Нарын, — Киргизинчи Нарын облаçĕн тĕпĕ, хула.

Тавралăх тӳрлет

Хула Нарын юханшывĕн хĕрринче, тинĕс шайĕнчен 2500 метр çӳллĕшĕнче ларать.

Çутçанталăк тӳрлет

Çанталăк кунта континентлă, типĕ. Хĕл сивĕ, 145-165 кун тăсăлать. Кăрлач уйăхĕнчи температура вăтамран -17°С таран анать, çулла вара вăтамран 18°С таран хăпарать. Çулталăк хушшинче 250—300 мм юр-çумăр çăвать.

Хула кун-çулĕ тӳрлет

Хулан ĕмĕрĕ питĕ вăрăм. Ку вырăнта малтан Кашгара каякан çуту-илӳ çулĕ иртнĕ. Çак çул хĕрринче вара хĕтĕленӳ вырăнне туса лартнă пулнă. Çак хӳтĕленӳ вырăнĕ патĕнче аталанса кайнă та ĕнтĕ хула.

1994 çултанпа хулара троллейбус çӳрет.

Культура тӳрлет

Хулара Нарын патшалăх университечĕ, краеведени музейĕ, музыкăпа драма театрĕ тата «Манас Руху» халăх театрĕ вырнаçнă.

Хулара «Тӳпе тăвĕсем», «Ула Ту», «Кермен Ту» турист фирмисемпе хăна çурчĕсем, «Салкын-Тор» кану вырăнĕ пур.