Морис Дрюон 1918 çулхи ака, 23 çуралнă. Унăн йăхĕ виçĕ çĕршывран пырать- Фландрирен, Бразилирен, Раççейрен.

Морис Дрюон

Пурнăçĕ тӳрлет

Морисăн ашшĕ — Оренбург çынни Лазарь Кессель артист 1908 çулта çемьипех Раççейрен тухса Ниццăна куçса килнĕ. Унта вăл театрта вылянă. 21 çулта вăл хăй çине ал хунă. Ун хыççăн унăн ывăлĕ Морис усрав ашшĕн (Р. Дрюон) хушаматне йышăннă. Сорбонна университечĕн литература факультетĕнче тата Сомюра хулинчи кавалери училищинче вĕреннĕ. Пĕрремĕш калавне ("Огненная туча") Дрюон 1938 çулта çырнă. 1940 çулта вăл Луар патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Франци капитуляцийĕ хыççăн Лондонри "Ирĕклĕ Франци" Шарль де Голль юхăмне кĕнĕ. 1943 çултанпа çар корреспонденчĕ. Жозеф Кассель тата Анна Марлипе пĕрле "Партизансен юррине" çырать. Халĕ çыравçă хăйĕн биографине пичете хатĕрлет.

Ӗçĕсем тӳрлет

  • "Сильные мира сего" (Гонкур премийĕ, 1948)
  • "Проклятые короли",
  • "Последняя бригада", 1946.

Хисепĕсем тӳрлет

  • Хисеп палли "Раççейпе Франци культура çыхăнăвĕсене çирĕплетнĕ ĕçе чылай вăй хунăшăн", 2005.
  • РТА-н историпе филологи уйрăмĕн ют çĕршыв членĕ.