Мордвинов Николай Дмитриевич

Никола́й Дми́триевич Мордви́нов (нарăс, 15, 1901, Етĕрне, Хусан кĕперни, Раççей империйĕкăрлач, 26 1966, Мускав, СССР) — театрпа кинора вылянă совет актёрĕ, виçĕ хутчен Сталин парнин лауреачĕ (1942, 1949, 1951), СССР халăх артисчĕ (1949).[1]

Николай Мордвинов
Çуралнă вăхăт: 1901, нарăс, 15
Çуралнă вырăн: Етĕрне,
Хусан кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1966, кăрлач, 26
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРП
Професси: XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ
Карьера: 1925-1965
Чыславсемпе парнесем:
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
ССРП халăх артисчĕ— 1949 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1935 Ленин премийĕ — 1965 Сталин парни — 1942 Сталин парни — 1949 Сталин парни — 1951
IMDb: ID 0603310

Кун-çулĕ тӳрлет

Николай Мордвинов 1901 çулхи нарăс, 15 етĕрне купсин çемьинче çуралнă.

Етĕрнери ĕç училищинче пĕлӳ пухнă чухнех халăх театрĕн спектаклĕсенче вылянă. 1925 çулта Ю. А. Завадскин студине (Мускав) вĕренме кĕрет.

1936 çултанпа Ростоври М. Горький ячĕллĕ академи драма театрĕнче, 1940 çултанпа — Мускаври Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлет.

Николай Дмитриевич Мордвинов 1966 çулхи кăрлач, 26 Мускавра ĕмĕрлĕхех куçне хупать.[1]Новодевичье çăвине пытарнă.

Етĕрнере артистăн музей-çурчĕ пур.

Пултарулăх ĕç-пуçĕ тӳрлет

Мордвинов сăнарланă ролĕсенчен чи паллисем Ричард («Ученик дьявола» Шоу), Ваграм («Ваграмова ночь» Л. С. Первомайскин), Соболевский («Простая вещь» Лавреневăн), Петруччо («Укрощение строптивой» Шекспирăн).[1]

1937—1939 çç. А. С. Пушкинăн «Каменный гость» пьесинче Дон Гуан рольне вылянă, Фридрих Шиллерăн «Разбойники» пьесинче Карл Моора сăнарланă.

Мордвинов театрта темпераментлă, паттăрлă-трагедиллĕ сăнарсене: Отелло, Лир («Отелло», «Король Лир» Шекспира), генерал Огнев («Фронт» А. Е. Корнейчук хайлать. Питĕ тарăннăн, пĕр тиркевсĕр Василий Забродин сăнарĕ («Ленинградский проспект», И. В. Шток[2]). Ялкăш буффонлă-драма манерле вăл камитла Рипафратта кавалер («Трактирщица», Карло Гольдони) рольне сăнарлать.

1935 çултанпа кинопа çыхăнать. 1936—1942 çç. «Последний табор» фильмра Юдко чикан, (1936), «Маскарад» фильмра (1941) Арбенин, «Богдан Хмельницкий» (1941) фильмра Богдан Хмельницкий, «Котовский» фильмра (1943) Котовский тĕп ролĕсене сăнарлать. Çаплах «Парень из нашего города» (1942) фильма хутшăнать.

М. Ю. Лермонтовăн сăввисемпе поэмисене вуласа кăтартнă, унăн поэмисене магнит ленти çине çырнă. Мордвиновăн пысăк ĕçĕ — М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» пьесинчи Арбенин ролĕ. Малтанах ăна Мордвинов кинора (1941) сăнарлать. Н. Д. Мордвиновăн Арбенинĕ — пăлхавçă-паттăр. Çак роле театрта сăнарланăшăн (1952, 1963) актёра Ленин парнине (1965) тивĕçтереççĕ.

Парнесемпе чыславсем тӳрлет

Фильмографи тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1, 2 тата 3 Большая советская энциклопедия. Гл. ред. А. М. Прохоров, 3-е изд. Т. 16. Мезия — Моршанск. 1974. 616 стр., илл.; 32 л. илл. и карт.
  2. ^ Н. Д. Мордвинов. Работа над ролью Забродина. «Ленинградский проспект» И. Штока

Ĕçĕсем тӳрлет

  • Размышления о работе актёра. 2001 г., 240 стр. ISBN 5-03-003428-5

Вуламалли тӳрлет

  • Образцова А. Н. Д. Мордвинов. Мускав, 1950.
  • Образцова А. Мордвинов и его герои. «Театр». 1961. № 12

Каçăсем тӳрлет