Михлеев Дмитрий Никанорович

Михлеев Дмитрий Никанорович (кăрлач, 18, 1942, Çĕнĕ Йăлма ялĕ, (Çарăмсан районĕ), ТАССР, РСФСР, СССР) — совет, беларус, чăваш кинорежиссёрĕ тата сценарисчĕ, çыравçи[1][2].

Дмитрий Михлеев
Çуралнă вăхăт: 1942, кăрлач, 18
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Йăлма ялĕ (Çарăмсан районĕ), ТАССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП
Беларуç
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи СССР, Беларуç кинорежиссёрĕ
сценарисчĕ
çыравçи
Карьера: 1969—хал. вăх.
IMDb: ID 1098698

Биографи тӳрлет

Михлеев Дмитрий Никанорович 1942 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Тутар Автономи Социализм Совет Республикине кĕрекен Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йăлма чăваш ялĕнче çуралнă. Мĕтри çемьере вуннăмĕш ача, чи кĕçĕнни, пулнă. Тăваттă çултах вулама вĕреннĕ. Çак вăхăтрах сăрăпа çырма та тытăннă, тепĕртакран литература патнелле туртăну çуралнă: сăвă-калав çырма пуçланă[3].

Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Сталино (халĕ Донецк) хулинчи ту-техника вĕрентĕшне ăсталăха алла илме кĕнĕ, унта вăл 1961 çулта электровус машинисчĕ профессие туяннă. Шахтăра вăй хунă. Кайран сăрăпа çырассине чуна илсе Хусан ӳнер вĕрентĕшне пĕлӳ илме кĕнĕ. Кĕçех вĕренĕве пăрахса купăс хапрăкне ĕçе кĕнĕ[3].

Çар тивĕçне пурнăçлама стратеги тĕллĕ ракета çарĕсене лекнĕ. Хĕсметре чухне сăвăсемпе калавсене «Во славу Родины» хаçатра пичетленĕ. Командирсем Михлеева Мускаври Халăх ӳнер университетĕнче вĕренме ирĕк панă. Вĕреннĕ чухне пĕрре çеç мар тĕрлĕ конкурсене хутшăннă, Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри хăй тĕллĕ ӳкерçĕсен куравĕнче Диплома тивĕçнĕ[3].

Çартан таврăнсан журналистикăпа хевтеленнĕ. Хусан университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Нумай çырнă, пичетленнĕ, анчах вĕренсе тухман[3]. «Советская Татария», «Комсомолец Татарии» хаçатсенче корреспондент пулса тăрăшнă[1].

ВГИКа (конкурс: 150 çын пĕр вырăна) вĕренме кĕнĕ. Режиссёр факультетĕнче Никита Михалковпа пĕр курсра пĕлӳ илнĕ[4].

1972-па Беларуçфильмре» режиссёр пулса ĕçлет. Студири пĕрремĕш ĕçĕ — «Диалог о картошке» документ фильмĕ. Фильм Беларуç ăсчахĕсем çĕрулман 20 сортне ӳстерсе кăларнă та вĕсене Европа патшалăхĕсене сутнă, хăйсен ял хуçалăхĕсенче ик-виç начар «тоннаж» сортне çеç лартса илеççĕ. Влаçсем çак фильма кăтартасшăн пулман. Фильма чылаях тӳрлетнĕ хыççăн, халăха кăтартнă.

Беларуçри Чăваш культура пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăнаканĕ, Беларуçре пурăнакан чăвашсем пирки темиçе документлă фильм ӳкернĕ[1][3].

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Документлă кино тӳрлет

  • 1972 — Диалог о картошке
  • 1972 — Птица Икс
  • 1974 — Косые майские дожди
  • 1975 — В земле наши корни
  • 1975 — Криничный звон
  • 1979 — Пока есть сила
  • 1980 — Хроника пребывания на Земле
  • 1981 — Запад-81
  • 1983 — Мир нашим детям
  • 1985 — Интернат ты наш
  • 1986 — Капля в музее
  • 1988 — Кончерто гроссо
  • 1989 — Хроника времён перестройки
  • 1996 — Цветные сны с чёрно-белым финалом
  • 1998 — Конец сезона туманов
  • 2000 — Из рода Аптраманов (чăв. Аптрамансен йăхĕнчен)

Илемлĕ филмсем тӳрлет

Кĕнекесем тӳрлет

  • Михлеев Д. Н., «Поле перейдённое», Щупашкар, 1985[1]
  • Михлеев Д. Н., «Ось земли», Шупашкар, 2014.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет